Раççейре «Продвижение безопасности» акци пырать
Çулсем хӗресленӗ вырăнсене хăрушсăрлăхпа тивӗçтерес, унта пулакан аварисен шутне чакарас тӗллевпе «Продвижение безопасности» акци ирттернине «Татар-информра» социаллӑ кампанин ертӳçи Дарья Закаличная пӗлтернӗ.
«Акци июль уйӑхӗнчен пуçласа ноябрь уйӑхӗччен пырать, çӗршывӑн 40 регионне çавăрса илет. Атӑлçи федераци округӗнче мероприятисем Хусанта, Чулхулара, Пензӑра тата Ульяновскра иртеççӗ. Комплекслӑ программӑна пурнӑçа кӗртсе ӑна массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче хастар çутатма палӑртатпӑр», – пӗлтернӗ спикер.
Акци пӗлтерӗшӗ республика çулӗсем çинче пулакан инкексемпе çыхӑннӑ. Çулталӑк пуçланнӑранпа республикӑра 1448 авари пулнă, вӗсенче 151 çын вилнӗ, хӗреслӗ çулсем çинче пулнă инкесенче (368 тӗслӗх) 14 çын вилнӗ, 468-шӗ аманнӑ. Аварисен тӗп сăлтавӗ – водительсем йӗркене пăхнаманни. 2026 çул пуçланнӑранпа çулсем хӗресленнӗ вырăнсенче светофор сигналӗсен пăхăнман 18 пин çынна тупса палӑртнӑ ӗнтӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев