Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Раççей ачисене Иракран илсе таврăннă

Ачасене Иракран илсе таврăнас тӗллевпе питӗ нумай ӗç тунă, телее, вӗсем паян пурте тăванӗсем патӗнче.

Декабрӗн 30-мӗшӗнче Ачасен прависемпе уполномоченнăйӗ ертсе пынипе МЧС сотрудникӗсем ятарлă рейспа Иракран Раççее 30 ачана илсе килнӗ. Ачасем 3-рен пуçласа 15 çула çити, вӗсен амăшӗсем Багдадри тӗрмере лараççӗ. Ачасене çапăçу хӗрсе пыракан вырăнсенчен илсе килнӗ. Паяна вӗсене пурне те Ачасен сывлăхӗпе медицинăн тӗпчев центрӗнче тӗрӗсленӗ, вара тăванӗсем илсе кайнă. 23-шӗ Дагестана, 5-шӗ Чечняна, 1-ри Кабардинпа Болкарие кайнă. Çавсен хушшинче Тутарстан ачи те пулнă, ăна та тăван республикăна илсе килнӗ.

«Атьсене тăван çӗршыва тавăрас тесе питӗ пысăк ӗç турăмăр. Халӗ çемьесемпе ятарлă специалистсем ӗçлеççӗ. Чи кирли – халӗ вӗсен пурнăçӗ хăрушлăхра мар», – тенӗ ача-пăча омбудсменӗ Анна Кузнецова.  

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев