Раҫҫей Президенчӗ тепӗр хут халӑха чӗнсе каларӗ
Ҫӗршыв ертӳçи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем Конституцири право формулировкисемшӗн ҫеҫ сасӑламаҫҫӗ
Ҫӗршыв Конституцине кӗртме сӗннӗ тӳрлетӳсене халӑх йышӑнсан кӑна вӗсем вӑя кӗреҫҫӗ, ҫавӑнпа та плебисцита кашни сасӑлакан хутшӑнни кирлӗ. Ҫакӑн ҫинчен паян Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин Ржевра салтак палӑкне уҫас умӗн тӳрӗ эфирта каларӗ.
Ҫӗршыв ертӳçи палӑртнӑ тӑрӑх, ҫынсем Конституцири право формулировкисемшӗн ҫеҫ сасӑламаҫҫӗ. "Эпир хальхи вӗрентӳллӗ, хальхи сывлӑх сыхлавӗллӗ, шанчӑклӑ социаллӑ хӳтлӗхлӗ, общество на пӑхӑнакан эффективлӑ влаҫлӑ, хамӑр пурнас текен ҫӗршывшӑн сасӑлатпӑр. Эпир хамӑр ачасене парса хӑвармалли ҫӗршыв пуласлӑхӗшӗн тӑрӑшатпӑр, ҫавӑншӑн сасӑлатпӑр", – терӗ Путин.
РФ Президенчӗн сӑмахӗсемпе, йышӑнас пулсан, тӳрлетӳсем ҫӗршывӑн Тӗп законӗнче граждансемшӗн кирлӗ тӗп пахалӑхсене ҫирӗплетеҫҫӗ. Ку вӑл ӗҫ ҫыннисене, аслӑ ӑрурисене хисеплесси, ачасене пӑхасси, вӗсен кӑмӑл-сипет воспитание тимлӗх уйӑрас си.
"Эсир тӗрев парсан, Тӗп законӑн тӳрлетӗвӗсем ҫак пахалӑхсемпе принципсене чи ҫӳллӗ конституциллӗ гаранти пек ҫирӗпленеҫҫӗ",– тесе палӑртнӑ вӑл.
Путин каланӑ тӑрӑх, тӳрлетӳсем ҫӗршывӑн стабильлӗ аталанӑвне, ҫынсен тивӗҫлӗ пурнӑҫне пырса тивеҫҫӗ. Вӗсем Раҫҫей суверенитетне упрамалла, историне, культурӑна, тӑван чӗлхене унта пурӑнакан ҫынсен йӑлисене хӳтӗлемелле.
"Тепӗр хут хамӑн шухӑша палӑртатӑп, вӑл татӑклӑ та улшӑнми: Конституцин ҫӗнетнӗ тексчӗ, улӑштарма сӗннӗ мӗн пур тӳрлетӳсем – эсир ырласан ҫеҫ вӑя кӗрӗҫ", – пӗтӗмлетрӗ ҫӗршыв пуҫлӑхӗ.
Юнкун, июлӗн 1-мӗшӗнче Раҫҫейре Конституцине тӳрлетӳсем кӗртесси пирки сасӑлавӑн тӗп кунӗ пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев