Республикăри виçӗ шкул ачи наркотик тутанса пăхнă
Кăçал пӗрремӗш çур çулта 5922 шкул ачине тӗрӗсленӗ те вӗсенчен виççӗшӗ наркотикла япаласемпе усă курни палăрнă.
ТР Сывлăх сыхлавӗпе ТР Вӗрентӳпе наука министерствисем наркомание хирӗç профилактика ирттерес тӗллевпе çуллен медицина тӗрӗслевӗсем йӗркелеççӗ. Кăçал пӗрремӗш çур çулта специалистсем 5922 шкул ачине тӗрӗсленӗ те вӗсенчен виççӗшӗ наркотикла япаласемпе усă курнине палăртнă. Июнь уйăхӗнче тата 4608 ачана тӗрӗсленӗ, вӗсен хушшинче наркотикла япаласемпе усă куракансем пулман, кун çинчен Республика наркодипансерӗн тӗп тухтăрӗн çумӗ Резеда Хаева «Татар-информ» агентствăра иртнӗ пресс-конференцире пӗлтернӗ
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев