Республикăри халăхсен уявӗсем хăçан пуласси паллă. Ăçта иртет-ха кăçал чăвашсен «Уявӗ»?
Тутарстанра пурăнакан халăхсен республика шайӗнчи наци уявӗсем 2024 çулта хăçан пуласси паллă.
Майăн 26-мӗшӗнче — вырăс халăхӗн «Каравон» уявӗ. Яланхи пекех Лайăш районӗнчи Никольски ялӗнче иртет.
Июнӗн 15-мӗшӗ — марисен «Семык» уявӗ. Мамадыш районӗнчи Аслă Шия ялӗнче иртет.
Июнӗн 23-мӗшӗнче — тутарсен «Сабантуй» уявӗ. Хусанта иртет.
Июнӗн 29-мӗшӗнче — удмуртсен «Гырон быдтон» уявӗ. Менделеевски районӗнчи Енабердино ялӗнче иртет.
Июнӗн 30-мӗшӗ — мордвасен «Валда Шинясь» уявӗ. Теччӗ районӗнчи Кильдюшево ялӗнче иртет.
Июлӗн 5-мӗшӗнче — славянсен «Иван Купала» уявӗ. Ешӗлвар хулинче иртет.
Июлӗн 6-мӗшӗнче — чăвашсен «Уявӗ». Элкел районӗнчи Сиктӗрмере иртет.
Июлӗн 13-мӗшӗнче — кӗрешӗнсен «Питрау» уявӗ. Мамадыш районӗнчи Зюри ялӗнче иртет.
Редакци архивӗнчи сăнӳкерчӗк.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев