Рустам Минниханов хӗрарăм-педагогсене патшалăх наградисем панă
Халăхсем хушшинчи хӗрарăмсен кунӗ умӗн Тутарстан Раисӗ Рустам Минниханов Хусан Кремлӗнче хӗрарăмсене уяв ячӗпе саламланă
Вӗрентекен хӗрарăмсене ӗçри çитӗнӳсемшӗн тата нумай çул çитӗнекен ăрăва воспитани панăшăн чысланă.
«Çутçанталăк хӗрарăмсене илем, иксӗлми хăват, черченлӗх, шанчăклăх, ăс-хакăл, вăй-хăват тата тӳсӗмлӗх панă. Эсир çемье вучахне упракансем, профессионаллă ӗç-хӗлре те çитӗнӳсем тăватăр. Сирӗн аллăрта чи кирли – Тутарстан Республикин, Раççейӗн çитӗнекен ăрăвне воспитани парса аталантарни», – тесе каланă Рустам Минниханов пухăннă педагогсене.
Вăл палăртнă тăрăх, хальхи пурнăçра воспитани ыйтăвӗ уйрăмах çивӗч тăрать. Раис кăçалхи çула Раççей Президенчӗ Владимир Путин Педагогпа наставник çулталăкӗ тесе йышăнни çинчен аса илтернӗ. Хăйӗн саламлă сăмахӗ хыççăн вăл хӗрарăм-педагогсене «За доблестный труд», «ТАССР йӗркеленнӗренпе 100 çул» медальсене, «Тутарстан Республикин тава тивӗçлӗ учителӗ» хисеплӗ ята парса чысланă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев