Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

САЛТАК САЛТАКА ПĂРАХМАСТЬ

Çӗпрел районӗн çар ветеранӗсем Афганистан, Чечня вăрçисенче тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунисен вилтăприсене пăхса çаврăнаççӗ

Чăн-чăн салтак туслăхӗ вăл вутра-шывра пиçӗхсе вăхăтпа тӗрӗсленет те ӗмӗр тăршшӗпех пырать. Вăрçă вучӗ витӗр тухнисем çакна лайăх пӗлеççӗ, мӗншӗн тесен хăйсем çинче туйнă. Тен, çавăнпах пуль çар ветеранӗсем Украинăри ятарлă çар операцийӗ пуçланнă пирвайхи кунсенчех салтаксене пулăшма тытăнчӗç. Кун пек çӗрте салтака мӗн кирлине вӗсенчен лайăхрах кам пӗлтӗр-ха тата? Çӗпрел районӗн Çар ветеранӗсен канашӗ те акă пӗрремӗш кунранпах çак пархатарлă ӗçе илсе пырать. Канашăн ертӳçи Виктор Петрович Петухов Ульяновск хулинче пурăнакан тепӗр ентеш-ветеранпа Владимир Егорович Ярухинпа гуманитари пулăшăвне леçме Донбаса кайса килчӗ. Сăмах май, Виктор Петровичăн хăйӗн ывăлӗ те ятарлă çар операцине хутшăннă салтак.

Районти Афган вăрçин ветеранӗсем ӗç ветеранӗсемпе пӗрле март уйăхӗнче кăна-ха салтаксем валли темиçешер курупка килте каснă салма, печени тата ытти апат-çимӗçпе чи кирлӗ япаласем ăсатрӗç. Гуманитари пулăшăвне пухма вӗсем пӗрре те чарăнман. Апрелӗн 10-мӗшӗнче Хусанта тата 4 бензопăчкă туяннине пӗлтерчӗ Виктор Петрович. Кун валли укçа-тенке Ульяновск облаçӗнчи Карлинское ялӗнчи 80-ри Валентина Петровна Кондрашкинăпа Ульяновск хулинчи Дарья Махмутова адвокат панă иккен. Палăртса хăварам, Виктор Петрович салтаксем валли хăй шутӗнчен те нумай япала туянать, хальхинче те бензопăчкă валли хăй укçине хушнă. 

Çӗпрел çар ветеранӗсем чăнах та хастар. Афганистанра, Чечняра пуç хунă салтаксен ашшӗ-амăшӗсене кашни çул тӗрлӗ акци ирттерсе пулăшма тăрăшаççӗ. Апрелӗн 8-мӗшӗнче тепӗр ырă кăмăллă ӗç пуçарнă, апрелӗн 30-мӗшӗччен районти ялсенчи масарсене çитсе Афганистан, Чечня тата Украинăри ятарлă çар операцийӗнче пуç хунă салтаксен вилтăприсене пăхса çаврăнма тӗллев лартнă. Çапла майпа вӗсем вилтăприсем мӗнле шайрине тӗрӗсленисӗр пуçне çӳп-çапран тасатаççӗ, ванни-туснине юсама тăрăшаççӗ. 

Çын вăл çӗр çинче икӗ хутчен вилет теççӗ: пӗрремӗшӗнче чун тухсан, иккӗмӗшӗнче – çынсем мансан. Шансах тăратăп, Виктор Петрович Петухов тата унăн юлташӗсем пек ветерансем пур чухне Çӗпрел тăрăхӗн пуç хунă салтакӗсенчен пӗри те манăçмӗ, кашни асра юлса чӗресенче упранӗ. Урăхла пулаймасть, чăн-чăн салтак туслăхне татаякан вăй çук тӗнчере, мӗншӗн тесен вăл тарпа, юнпа çирӗпленнӗ. 

Ирина КУЗЬМИНА.

 В.Петухов сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев