САМОКАТ ХĂРУШСĂР МАР
Çырчаллинче самокат çине ларнă 31-ти арçын сасартăк самокатне итлеттерейми пулнипе çӗр çине шаплатса ӳкнӗ. Хăрушсăрлăх правилипе пуçне шлем тăхăнмаллах пулнă-ха ӗнтӗ унăн, анчах... Пуçран хытă аманнăскер малтан комăра выртнă, каярах больницăра вилсех кайнă.
СУД ЗАЛӖНЧЕН
МАШИНИНЧЕХ ÇЫВĂРСА КАЙНĂ
Иномаркăпа пыракан Хусан çыннине автоинспекторсем докуменчӗсене тӗрӗслеме тесе чарнă та водитель вил ӳсӗр пулнине асăрханине пӗлтерет tatarstan24.tv сайт. Машини патне пыма çук эрех шăрши кӗрсен те вырăнта е больницăна кайса алкотестерпа тӗрӗсленме ниепле те килӗшмен вăл. Пакунлисем протокол çырнă вăхăтра малти ларкăч çинчех çывăрса кайнă хăй. Чăн та, вăранма тивнех, мӗншӗн тесен машинине илме эвакуатор çитнӗ. Руль умне ларнăшăн унăн халӗ 30 пин тенкӗ штраф тӳленисӗр пуçне транспортпа çӳреме ирӗк паракан правипе çулталăк та ултă уйăха сывпуллашмалла. Автоинспекторсем вăхăтра асăрхаман пулсан çул-йӗр инкекне лекетчех.
ÇĂМĂЛ УКÇА УССА МАР
Пӗкӗлме йӗрке хуралçисем 17-ри çамрăк качча тытса чарсан çумӗнче 48 тӗрке наркотик тупнă. Килӗнче тата 439,2 грамм наркотик асăрханă. Хăй каланă тăрăх, пӗлтӗр март уйăхӗнче социаллă сетьсенчен пӗринче ӗç сӗнсен – килӗшнӗ. Çак факт енӗпе уголовнăй ӗç пуçарнă.
75-РИ ПЕНСИОНЕР ХВАТТЕРСӖР ЮЛНĂ
Елабуга хулинче кăçал виçӗ уйăхра кăна шулӗксемпе çыхăннă 76 преступление шута илнӗ. Çынсене 9 миллион тенкӗ улталанă. Тӗслӗхрен, 75-ри пенсионер биржăра ӗçлесе илес тесе 4 миллион тенкине çухатнă. Ултавçăсене вăл 5 уйăх укçа куçарса тăнă иккен, хăйне улталанине сисмен. Çапла майпа хăй пухнă тата кивçен илнӗ укçасăр пуçне хваттерпе машинăсăр та тăрса юлнă. Çак схемăпах 50-ри хӗрарăма та улталанă. Брокер компанине маларах хывнă укçине тавăрас тесе вăл шулӗксене тата 2 миллион тенкӗ «парнеленӗ». Алăри укçи çитменнипе кредит илнӗ.
Ирина КУЗЬМИНА.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев