Санкт Петербургра Çăварни иртнӗ
Ленинград облаçӗнчи Туслăх Çуртӗнче пӗрремӗш хут иртнӗ уява Санкт-Петербургри чăваш ентешлӗхӗн çамрăксен организацийӗпе Хӗрарăмсен канашӗ йӗркеленӗ. Мероприяти аслă ăрăва та, çамрăксене те, çавăн пекех регионти ытти наципе культура пӗрлешӗвӗсен представителӗсене те пӗрле пухрӗ.
Уяв программи пуçланас умӗн «Формăсемпе сăрăсен диалогӗ» куравпа паллашас тӗллевпе экскурси иртрӗ. Хутшăнакансене экспозиципе ӳнерçӗ Анастасия Прокопец паллаштарчӗ.
Пухăннисене çамрăксен организацийӗн председателӗн çумӗ Николай Петров саламларӗ, халăх йăли-йӗркине упраса хăварни тата вӗсене çитӗнекен ăрăва пани питӗ кирлине палăртрӗ.
Концерт программи «Мерчен» ача-пăча ансамбльпе паллашнинчен пуçланчӗ. Коллектива çамрăксен органиçацийӗн пайташӗ, «Кевер» ансамблӗн хореографӗ, Ленинград облаçӗнчи ӳнер колледжӗн студентки Александра Узких ертсе пырать. Пултарулăх пайне Мария Кондратьева ертсе пыракан «Юрату» фольклор ансамблӗ малалла тăсрӗ. Унпа пӗрле сцена çине Алевтина Челнокова, Валентина Пиличева, Людмила Кувалдина, Валериан Гаврилов тата Валерий Ефимов тухрӗç.
.jpg)
Концерт хыççăн хăнасем сӗтел хушшинче пуçтарăнчӗç, икерчӗпе тата тутлă кукăльпе чей ӗçрӗç. Пӗр сӗтел хушшине Ленинград облаçӗнче пурăнакан чăвашсем, вырăссем тата ытти наци представителӗсем пуçтарăнчӗç.
Валериан Гаврилов.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев