Сентябрӗн 24-мӗшӗнче Хусанти 15 вырăнта йăлана кӗнӗял хуçалăх ярмаркисем иртӗç
Вӗсенче хăйсен продукцине республикăри 22 район тата 18 агропромышленность предприятийӗ сутӗ
Ярмаркăсенче йӳнерех хакпа пахча-çимӗç, аш-какай, сӗт-çу продукцине туянма пулать, çавăн пекех дача валли кирлӗ япаласене.
Мӗн пур ярмарка ирхине 6 сехетрен пуçласа кăнтăрла 12-ччен ӗçлет.
Суту-илӳ вырăнӗсем çак урамсенче пулаççӗ:
АВИАСТРОИТЕЛЬНĂЙ РАЙОН
- Дементьев урамӗ, 7
- Беломорская тата Гудованцева урамӗсем хӗресленнӗ çӗрте
- Ленинградская урамӗ, 27
ВАХИТОВСКИ РАЙОНӖ
- Тутарстан урамӗ, 53
- Чехов урамӗ, 2
КИРОВСКИ РАЙОНӖ
- Краснококшайская урамӗ, 150/2
- Революционная урамӗ, 12
- Батыршина урамӗ, 20
НОВО-САВИНОВСКИ РАЙОНӖ
- Ямашев урамӗ, 71а
- Лаврентьев урамӗ, 10
ПРИВОЛЖСКИ РАЙОНӖ
- Р.Зорге урамӗ, 66 корп.1
- Ю.Фучик урамӗ, 72
СОВЕТСКИ РАЙОНӖ
- Аграрная урамӗ, 2 (агропромышленный парк
«Казань»)
- Липатов урамӗ, 7
«Салават купере» комплексра пурăнакансемшӗн Осиновăри «Радужный» суту-илӳ центрӗн парковкинче ярмарка пулать.
Кӗрхи ял хуçалăх ярмаркисем декабрӗн 24-мӗшӗччен иртӗç. Суту-илӳ вырăнӗсенче обществăлла йӗркене хураллӗç, çул-йӗр хăрушсăрлăхӗпе тивӗçтерӗç. Коронавирус чирӗ ан сарăлтăр тесе хула çыннисене сутакан вырăнсене маскă тăхăнса килме, пӗр пӗринчен çителӗклӗ хутлăх тытма сӗнеççӗ.
Хусан мэрийӗ
«Татар-информ» сăнӳкерчӗкӗсем
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев