Сергей Гудожников вут-çулăм айӗнче салтаксене çăлнă, амансан кӗнеке çырнă
Санкт-Петербургри Артиллери, инженери тата çыхăну çарӗсен çарпа истори музейӗнче «Сердце добровольца» кӗнекен хăтлавӗ иртрӗ. Сергей Гудожников – профессиллӗ кардиохирург, СВО пуçланиччен Югра (Ханты-Манси автономи округӗ), Мускав тата Мускав облаçӗн клиникисенче ӗçленӗ. 2022 çулхи август уйăхӗнчен Первомайск, Луганск тата Лисичанск хулисенчи госпитальсенче çар хирургӗн тивӗçӗсене пурнăçланă. 2023 çулта хăйсен ирӗкӗпе хутшăнакансен Александр Невский ячӗллӗ бригадин 2-мӗш штурм батальонӗн медицина службин пуçлăхӗ вырăнне йышăннă. Вăл Соледарпа Артемовск енче службăра тăнă.
Çак батальонрах Зодчий позывнойлă салтак Александр Федоров та пулнă. Аса илтеретпӗр, вăл Санкт-Петербурги Чăваш наципе культура автономийӗн тата Раççей художниксен союзӗн пайташӗ. Ятарлă çар операцине хутшăнса паттăрла пуç хунă. Вилнӗ хыççăн ăна Паттăрлăх орденӗпе наградăланă.
Тухтăр аманнă салтаксене вырăнтах – окопсенче, блиндажсемпе çӗрпӳртсенче васкавлă медицина пулăшăвӗ панă. Службăра тăнă вăхăтра пысăк квалификациллӗ нумай специалиста хатӗрленӗ, вӗсем штурмлакан отрядсенче хăйсене опытлă инструкторсем пек кăтартнă.
2023 çулхи октябрӗн 11-мӗшӗнче Клещеевка ялӗ çывăхӗнче тăшман атакăланă чух Сергей Гудожников аманнă – тăватă сантиметрлă ванчăк сылтăм аллине лекнӗ. Врач хăйне хăй жгут лартса тăнне çухатичченех васкавлă медицина пулăшăвӗ парса пӗрле тăракан виçӗ çынна çăлса хăварнă. Анчах тухтăрсем хăйӗн аллине çăлса хăварайман.
Госпитальте те парăнман паттăр – реабилитаци вăхăтӗнче хăйӗн пурнăçӗ тата пӗрле юнашар çапăçнă паттăрсем çинчен кӗнеке кăларнă.

Анастасия Фролова ӳнерçӗ йӗркеленӗ мероприятие ветерансем, обществăлла деятельсем, курсантсемпе доброволецсем хутшăнчӗç. Сумлă хăнасен хушшинче Александр Шевченко полковник, Остров Декабристов муниципаллă йӗркеленӳ пуçлăхӗ Алексей Захаров, ветерансен организацийӗсен представителӗсем пулчӗç. Хăтлава театрпа кино актерӗ Дмитрий Мурашев тата çар историкӗ Артем Кокин ертсе пычӗç. Хăнасем авторпа куçа-куçăн калаçса ыйтусем пама, кӗнекесене алă пустарса сăн ӳкерӗнме пултарчӗç.
Санкт-Петербургри Чăваш наципе культура автономийӗн представителӗсем – «Юрату» фольклор ансамблӗн ертӳçи Мария Кондратьева, Канаш пайташӗ Валентина Пиличева – кӗнеке хăтлавне хутшăнчӗç. Сергей Гудожниковпа калаçнă май вăл ӗçленӗ уйрăм заведующийӗ чăваш – юн тымарӗсен хирургӗ Дмитрий Федорович Савельев – пулнине пӗлчӗç. Санкт-Петербурги Чăваш наципе культура автономине Сергей Гудожников хăйӗн кӗнекине парнелерӗ.
Валериан ГАВРИЛОВ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев