Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Сиктӗрмере иртекен чăваш çамрăкӗсен фестивальне июлӗн 1-мӗшӗччен заявкăсем йышăнаççӗ

Чăвашсен Уявӗ кăçал июлӗн 7-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме ялӗнче иртет. Юлашки çулсенче Уяв шайӗнче чăваш çамрăкӗсен «Аталан» фестивальне ирттересси йăлана кӗчӗ. Кăçал пулать-и-ха вăл?

«Пулать», — тесе хуравларӗç аталансем. Чăваш культурин атмосферине лексе хăйӗн талантне кăтартма, творчествăлла атмосферăна пуçӗпех «чăмма» хатӗр çамрăксене Сиктӗрмере иртекен фестивальте кӗтеççӗ. Йӗркелӳçӗсем хутшăнакансене тата та пысăкрах çитӗнӳсем тума, çӗнӗ проектсем пуçарма хавхалантарасшăн. Кунта хăв пекех хастар, пӗр шухăшлă çамрăксемпе тӗл пулма, паллашса туслашма май пулать.


Фестивале хутшăнакансем тӗрлӗ мастер-классене хутшăнса мӗн-тӗр çӗннине вӗренме, паха сӗнӳсем илме пултарӗç.


Эппин, ку шанăçа алăран ан вӗçертӗр, хисеплӗ чăваш çамрăкӗсем! Сиктӗрмере иртекен «Аталан» фестивальте шăпах сана кӗтеççӗ. 
Мӗнле хутшăнма пулать-ха унта?


Ăнлантаратпăр. Çак ссылкăпа кӗрсе июлӗн 1-мӗшӗччен хутшăнаканăн анкетине çырса тултармалла:

https://docs. google. com/forms/d/e/1FAIpQLSebDXmtOM8Q3Ws8ExLdnUxcoTlITyYqMy9ePo-bcpxQG0ijrQ/viewform


Коллективпа хутшăнакансен кашнин заявкăна уйрăммăн çырса тултармалла. Творчествăлла номер хатӗрлемелле. Июлӗн 4-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрмене килмелле. Чи лайăх номерсене июлӗн 7-мӗшӗнче иртекен Уявра çамрăксен площадкинче кăтартаççӗ. 


Фестивале 12 — 35 çулти çамрăксем уйрăмшарăн та, ушкăнпа та хутшăнма пултараççӗ.

 

Сăнӳкерчӗк «Аталан» пӗрлешӗвӗн. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

1

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев