Сирпӗнӳсенчен хăрамасăр хăйсен шăпине татса паракансене тӗрев кирлӗ
Çӗнӗ хыпарсем

Сирпӗнӳсенчен хăрамасăр хăйсен шăпине татса паракансене тӗрев кирлӗ

Сентябрӗн 23-мӗшӗнче ДНР, ЛНР, Херсонра Запорожье облаçӗсенче референдумсем пынă вăхăтра Хусанти Çӗнтерӳ паркӗнчке «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» ятлă патриотла акци иртӗ

Украинăри ирӗке кăларнă территорисенче пурăнакансем Раççей тытăмне кӗресси пирки сасăланă вăхăтра республикăри патриот тата общество организацийӗсем Çӗнтерӳ Паркӗнче митинг ирттерес пуçарупа тухнă.  
Патриотла митинг «Хамăрăннисене пăрахмастпăр» лозунгпа иртет. Çак пысăк акци РФ Президенчӗн, Раççей Федерацийӗн Хӗçпăшаллă çарӗсен йышăнăвӗсене, хамăр çӗршыври çынсене тӗрев паракансене пӗрлештерет.  Акци 15:00 сехетрен пуçласа 17:00 сехетчен иртет. Акцие хутшăнакансем пултарулăх ушкăнӗсемпе уйрăм юрлакансене курӗç, çавăн пекех патриотла общество ӗçӗн лидерӗсене итлӗç. 
«Татмедиа» агенствон сăнӳкерчӗкӗ.


Нет комментариев