Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Шкула пуçтарăнма пулăш» акци пуçланнă

Тутарстанра «Шкула пуçтарăнма пулăш» ыркăмăллăх акцийӗ пуçланнă. Вăл Республикăри ыркăмăллăх ӗçӗн ыйтăвӗсен канашӗн, «Единая Россия» партин пуçарăвӗпе, ТР Раисӗ тӗрев панипе 2007 çултанпа иртет.

2007 – 2022 çулсенче акци йӗркелесе 237108 ачана пурӗ 333847570 тенкӗлӗх пулăшу панă. Пӗлтӗр, тӗслӗхрен, 1-мӗш класа каякан 9838 ачана, 2 – 11-мӗш класа каякан 15 пин ытла ачана 27478694 тенкӗлӗх пулăшу кӳнӗ. Луганск тата Донецк Халăх Республикисенчен килнӗ 211 ачана портфельсем, шкул форми, спорт тумӗ тата ытти кирлӗ хатӗрсене туянса панă.

Кăçал та пӗлтӗрхи пекех «Единая Россия» партин Тутарстанри уйрăмӗ Лисичанскри 1869 ача валли, Рубежное хулинчи 692 ача валли шкула кайма кирлӗ хатӗрсем тултарнă портфельсем ăсатасшăн. Çавăн пекех ятарлă çар операцине мобилизаципе кайнисен ачисем пирки те манмӗç кăçал.

ТР Вӗрентӳпе наука министерстви республикăри муниципаллă йӗркеленӳсен пуçлăхӗсем патне акци пуçланни пирки çырусем янă.

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: школа