Шкулта ачасем парта та, доска та çăвӗç
Сентябрӗн 1-мӗшӗнчен шкулсенче ачасем, совет саманинчи пекех, класра дежурство илсе пыма тытăнаççӗ. Аса илтеретпӗр, ачасене ӗç воспитанийӗ парасси çинчен закон кăçал август уйăхӗнчех вăя кӗчӗ. Унпа килӗшӳллӗн, доска тасатма, парта çума, шкул çумӗнчи пахчара ӗçлеме тата субботниксене хутшăнма ачасенчен те, вӗсен ашшӗ-амăшӗсенчен те ирӗк илмелле мар халь.
Çавăнпа вӗренекенсем малалла класра партта та çăвӗç, доска та тасатӗç, шкул территорийӗнче чечек те лартӗç, шкул столовăйӗнче аслисене апат валеçме, раздевалкăра тум парса е йышăнса тăма та пулăшӗç.
Вӗренекенсене мӗнле обществăлла усăллă ӗçе хутшăнтарассине шкул хăй йышăнӗ. Анчах та ачасене халтан яриччен ӗçлеттереççӗ тенине пӗлтермест ку. Калăпăр, коридор урайӗсене, пурнăçшăн хăрушлăх кăларса чӳречесем çума пӗр ачана та явăçтармӗç. Ку ӗçсене яланхи пекех уборщицăсем тăвӗç. Çапах та класри тирпее тытса пымах тивӗт вӗсен, çаплах техперсонала шкул пахчинче пулăшма та. Çак законччен кун пек ӗçсене ачаран тата вӗсен ашшӗ-амăшӗнчен ирӗк илмесӗр явăçтарма юраман шкулăн. Раççейре кăна мар, ытти çӗршывсенче те çӗршер çул ӗç воспитанийӗ педагогика системин уйрăлми пайӗ пулнă. Апла -тăк, тинех йăлт хăй вырăнне ларчӗ темелле, мӗншӗн тесен ачана пӗчӗкрен ӗçе хăнăхтарни сиен кӳмен-ха хальччен. (А.Наумов сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев