«Смена» культура центрӗ çамрăксене йыхравлать
Март уйăхӗн 31-мӗшӗнчен пуçласа апрелӗн 6-мӗшӗччен «Смена» хальхи культура центрӗнче «Çӗнӗ Смена» çурхи шкул ӗçлеме пуçлать. Унта 14 çултан пуçласа 19 çулти ачасене хăйсене пултарулăхра тӗрӗслесе пăхма чӗнеççӗ.
Вӗренекенсем ултă лаборатори хушшинче пӗрне суйласа илмелле: нон-фикшн произведенийӗсем, сăнӳкӗрчӗксем тăвасси, музыка çырасси, информацие кăсăклă каласа парасси (сторителлинг), дизайнпа анимаци туса хатӗрлесси. Занятисем «Смена» Хальхи культура центрӗнче иртеççӗ. Ушковсен çуртне, Сайра алçырусемпе кӗнекесен библиотекине, ТР Наци музейне те çитсе куракансем те пулӗç вӗсем хушшинче.
Çамрăксене хăйсене тӗрлӗ енлӗ аталантарма условисем туса парасси «Çамрăксемпе ачасем» наци проекчӗн тӗллевӗсене тивӗçтерет.
Тӗплӗнрех çак ссылкăпа кӗрсе пӗлме пулать.
Сăнӳкерчӗксем ТР çамрăксен ӗçӗсен министерствин пресс-службин сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев