Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Станислав Толстов 60 çул тултарчӗ

Чăваш тӗнчинче Станислав Толстов композитор, дирижер, концертмейстер, музыкант, педагог ятне илтмен çын та çук пуль. Ăна Раççейӗн тӗрлӗ кӗтесӗнче пӗлеççӗ. Вăл 30 çул ытла ӗнтӗ Чӗмпӗр çӗрӗ çинче пурăнать, хальхи вăхăтра Ульяновскри «Руслан» Культура керменӗнче «Эревет» ятлă халăх коллективне, чăваш вокал ансамбльне ертсе пырать. Çаплах вăл 200 ытла юрă çырнă, вӗсем халăхра анлă сарăлнă. Вӗсене паллă юрăçсем сцена çинчен юрлаççӗ, телевиденипе тата радиопа тăтăшах янăраççӗ.

Халӗ Толстов Ульяновск облаçӗнчи пӗртен-пӗр композитор. Хăйӗн тăрăшуллă ӗçӗшӗн Станислав Петрович тӗрлӗ хисеплӗ ятсене тивӗçнӗ: Ульяновск облаçӗн культурăн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ, Чăваш культурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чăваш этнокультурин тава тивӗçлӗ деятелӗ, Чăваш халăх академикӗ...  Чи пахи кунта наградăсемпе сумлă ятсем те мар, халăх ăна ăшшăн йышăнни, хисеплени, килӗштерни, юратни. Мӗншӗн тесен С.Толстов халăхшăн ӗçлесе пурăнать, хăйӗн пӗтӗм пурнăçне музыка ӗçне панă. Халăх вара çакна лайăх ăнланать, чунпа туять.

Июлӗн 22-мӗшӗнче С.П.Толстов 60 çул тултарчӗ. Шăп çак кун вӗсем мăшăрӗпе Верония Алексеевнăпа хăйсен пултарулăхне хаклакансене «Руслан» Культура керменне пуçтарчӗç, пысăк концерт лартрӗç. Тепӗр паллă пулăма та палăртрӗç вӗсем – иккӗшӗ пӗрле сцена çине тухма тытăнни 30 çул çитрӗ.  

Концерт курма, Толстовсене паллă кунпа саламлама 600 ытла çын пуçтарăнчӗ. Чи малтан «Руслан» Культура керменӗн директорӗ Оксана Солнцева сцена çине тухса А.Ю.Русских кӗпӗрнаттăр саламне вуласа пачӗ. Унта Алексей Юрьевич Чӗмпӗр çӗрӗ çинче С.Толстов нумай ырă ӗç тунине, çамрăксене ырă тӗслӗх кăтартнине палăртать, ăна тав тăвать, сывлăх та пысăк ăнăçу сунать. Хăйсем сцена çине тухса вара Ульяновск Хула Думин председателӗн пӗрремӗш çумӗ Игорь Крючков тата Ульяновск Хула Думин председателӗн  çумӗ Петр Столяров, Ульяновск облаçӗнчи Саккун кăларакан Пуху депутачӗ, Пӗтӗм Раççейри вăрçă ветеранӗсен «Боевое братство» организацийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн председателӗ Николай Лазарев, Ульяновск хулинчи Культура управленийӗн пуçлăхӗн çумӗ Юлия Фомичева, Заволжье район администрацийӗн  пуçлăхӗн пӗрремӗш çумӗ Наталья Александрова саламларӗç. Çаплах УОЧНКАран Ираида Гаврилова, УОЧНКАн Ульяновск районӗнчи уйрăмӗн пуçлăхӗн çумӗ Павел Морозов, «Палнай» ансамбль ертӳçи, Верония Толстован аппăшӗ Валентина Сымова, Чăваш халăх академийӗн Ульяновск облаçӗнчи уйрăмӗн ертӳçи Николай Казаков тата  Николай Ларионов журналист та хăйсен çывăх юлташне саламласа тав турӗç. Пурте вӗсем чăваш культурине, чӗлхине сыхласа хăварас ӗçре С.Толстовăн тӳпи питӗ пысăк пулнине палăртрӗç. Тав хучӗсем, парнесем, чечек çыххисем чылай пулчӗç.

Паллă куна хатӗрленсе С.Толстов «Путь к музыке» ятлă кӗнеке пичетлесе кăларнă, ăна сцена çинчен халăха кăтартрӗç. Унта автор хăйӗн ачалăхне, пултарулăх çулне çырса кăтартнă. Ку кӗнеке чунра тӗллев тата ăнтăлу пулсан пысăк çынна мӗнле тухма пултарнине кăтартса парать. Пӗчӗк Стасик Толстов Чăваш Енри Патăрьел районӗнчи Чăваш Сăкăт ялӗнче 5 çултах аллине купăс тытнă, музыкант пулма ӗмӗтленнӗ. Çырма хӗррине кайса ларса тăм шăхлич каланă, шухăшӗнче вара музыкăра пысăк çитӗнӳсем тума тӗллев лартнă. Нумай тар тăкма, вăй хума, тӗрлӗ йывăрлăхсем урлă тухма тӳрӗ килнӗ ăна пурнăç çулӗнче, çапах та каялла пӗр утăм та чакман. Каялла чакакан çын мар вăл, Турă панă талантне кунсерен малалла аталантарнă. Шăпах çавăнпа ӗнтӗ паян С.Толстов – музыка Олимпӗ тăрринче. Станислав Петрович ашшӗпе амăшне  Анастасия Петровнăпа Петр Николаевича еплерех ăшă сăмахсемпе аса илет! Çаплах вăл Чăваш Сăкăт ялӗнчи музыка шкулӗн преподавательне Борис Константинович Прохоров баяниста çӗре çити пуç тайса тав тăвать. Верония Алексеевна асаилӗвӗсем те пур кӗнекере. «Путь к музыке» кӗнекене çаплах С.Толстовăн чи анлă сарăлнă 80 юрри те кӗнӗ.

 Концертра Веронийăпа Станислав Толстовсем хăйсен анлă сарăлнă юррисене юрларӗç, çаплах çӗннисене те шăрантарчӗç. Вӗсене халăх тăвăллăн алă çупса йышăнчӗ. Çаплах уява Шупашкартан килнӗ паллă артистсем – Александр Васильев, Валентина Кузнецова, Светлана Яковлева, Михаил Федоров, Александр Сорокин – хутшăнчӗç. Юлашкинчен сцена çине Станислав Толстов ертсе пыракан «Эревет» ансамбль тухрӗ, хăйсем çинчен çырнă юрра шăрантарчӗ.

 

Николай ЛАРИОНОВ-ЙӖЛМЕЛ.

Автор сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши Ульяновска композитор музыкант Станислав Толстов