Шыва кӗнӗ чух Кăшарнире те асăрханăр
Кăшарни умӗн журналистсемпе Хусанти Вера, Надежда, Любовь тата вӗсен амăшӗ София храмӗн настоятелӗ, протоиерей Александр Павлов, Раҫҫей МЧСӗн шыв объекчӗсенче ҫынсен хӑрушсӑрлӑх уйрăмӗн пуҫлӑхӗ Регина Гаязова тӗл пулчӗç
Александр атте православи тӗнне ӗненекенсемшӗн Кăшарни хӗллехи пысăк уявсенчен пӗри пулни çинчен каласа пачӗ. Ку уявă мӗншӗн ик ят пулнине те ăнлантарч. Пӗрремшӗ – Кăшарни Иисус Христоса Иоанн Креститель Иордан çырминче шыва кӗртнипе çыхăннă, тепӗр ячӗ - Турă курăннипе (Богоявление).
«Татар-информра» иртнӗ пресс-конференцире калаçу, тӗпрен илсен, Кӑшарни кунӗсенче вакăра шыва кӗнӗ чухне хӑрушсӑрлӑх мерисене пăхăнасси ҫинчен пулчӗ.
Р.Гаязова эрех ӗҫсе шыва кӗме чарнине аса илтерчӗ. Кунсӑр пуҫне шыв айӗнче чӑмса ишме, суя сигнал пама, вакă хӗррине ушкӑнпа пуҫтарӑнма юраманни çинчен каласа пачӗ. Ачасем ашшӗ-амӑшӗпе е ҫитӗннӗ тӑванӗсемпе пӗрле ҫеҫ шыва кӗме пултараҫҫӗ.
Шыва кӗме ятарласа хатӗрленӗ иордансенче ҫеҫ ирӗк панă, унта ҫӑлавҫӑсем дежурствӑра тӑраççӗ. Тутарстанри 37 муниципаллă округра Кăшарнире шыва кӗмелли вырăнсем хатӗрленӗ. Пӗтӗмпе 108 вакăра шыва кӗме пулать. Пӗр тапхăр Казанка шывӗнче вакăсем касма чарăннăччӗ, кăçал храм-палăк çывăхăнче иордан каснă. Унта январӗн 21-мӗшӗнче те шыва кӗме пулать.
Шыва кӗрес умӗн организма хатӗрлемелле: ӳте ӑшӑтма хусканусем тумалла, чупкаламалла. Урана меллӗ, шуса анман, ҫӑмӑллӑнах хывӑнакан атӑ-пушмак тăхăнмалла. Вакка кӗнӗ чух та урара пушмак е хулăн нуски пулмалла - чулсенчен, тӑвартан сыхланма, ҫавӑн пекех пӑр ҫинче ура шăвасран пулăшать. Вак патне ерипен те тимлӗн утмалла.
Шыва кӗнӗ чух пуҫа шыва чикмелле мар, мӑй таран ҫеҫ шыва анмалла: ҫакӑ пуҫ мимин юн тымарӗсене тăруках сивӗ шыва лекнипе хӗссе лартасран пулăшать. Вакăра пӗр минутран ытла пулмалла мар.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев