СЫВĂ ПУЛ, БУКВАРЬ!
Пурнăçра пӗтӗмпех пӗчӗкрен пуçланать: çăкăр – тырă пӗрчинчен, хӗвел – пайăркаран, çурт – кирпӗчрен, пӗлӳ вара – ача хăй тӗллӗн вуласа тухнă пӗрремӗш кӗнекерен. Букварь тата Азбука – шкул ачине вулама, çырма, ырра вӗрентекен пӗрремӗш кӗнеке.
Пуш уйăхӗн 13-мӗшӗнче Çӗпрел районӗнчи Чăваш Çӗпрел вăтам шкулӗнче 1-мӗш класра пӗлӳ пухакансемшӗн «Букварь, сывă пул!» уяв иртрӗ. Унта вӗренекенсем тата вӗсен ашшӗ-амăшӗ хутшăнчӗç.
Уяв залӗнче ачасем сăвăсем вуларӗç, конкурссене хастар хутшăнчӗç, ыйтусем çине хуравларӗç, тупмалли юмахсен тупсăмӗсене шырарӗç, юрă шăрантарчӗç, ташă ташларӗç. Уяв валли «Манăн юратнă саспалли» поделка турӗç. Çавăнпа пӗрлех уявпа саламлама килнӗ «Азбука» кӗнекене, Тухатмăш карчăка савăнăçлăн кӗтсе илчӗç.
Шкул директорӗ М.В.Аръяхова 1-мӗш класра вӗренекенсене Азбукăна вуласа тухнă ятпа саламларӗ, «Вулаканăн удостоверенине» парнелерӗ. Халӗ вӗренекенсем кирек хăш кӗнекене те çăмăллăнах вуласа тухма пултарнине палăртрӗ.
Наталья ГАВРИЛОВА, пуçламăш классен вӗрентекенӗ.Автор сăнӳкерчӗкӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев