Сывлăхна тӗрӗсле
Мартăн 7- мӗшӗнче Хусанта тӳлевсӗрех, чăн ята кăтартмасăр ВИЧ тӗрӗслевне иртме пулать
Мартăн 7- мӗшӗнче Хусанта тӳлевсӗрех, чăн ята кăтартмасăр ВИЧ тӗрӗслевне иртме пулать
Акци Бауман урамӗнчи пысăк Сехет умӗнче иртет. Унта социаллă ӗçченсемпе канашлама пулать, экспресс-тест иртсе кашни иртен-çӳрен хăйӗн сывлăхне пӗлме пултарать.
Кӗçнерникун 13.00 — 17.00 сехетсенче Сехет умӗнче тест-мобиль ӗçлӗ. Ку акци Хусанта иртекен «Çӗнтерӳ валли тест» пысăк кампанин пӗр пайӗ. Вăл 2024 çулта февраль — июль уйăхӗсенче хулан тӗрлӗ кӗтесӗсенче иртет.
Проекта гражданла обществăна тӗрев пама уйăракн Тутарстан гранчӗпе проекта укçа-тенкӗпе тивӗçтереççӗ. «Çӗнтерӳ валли тест» йӗркелӳçи Республикăн СПИД тата инфекци чирӗсемпе кӗрешекен тата профилактика ирттерекен центрӗ, ăна ТР Сывлăх сыхлав министерстви пулăшать.
Мартăн 1-мӗшӗнче кун пек акци Хусанти Горький ячӗллӗ паркра иртнӗ.
Сăнӳкерчӗк В.Васильевăн ("Татар-информ"ИА архивӗнчен).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев