Такасен эрни юратнă çыннисемпе, тусӗсемпе тӗл пулсах иртсе каять
Эрнелӗх гороскоп 07.08 – 13.08
ТАКА 21.III-20.IV
Ку эрне юратнă çынсемпе, тусăрсемпе тӗл пулсах иртсе каять. Инçе çула тухакансене, лавккасене çӳрекенсене тата ал вăйӗпе тумалли ӗçре тăрăшакансене ăнать. Эрне пит хӗрӳ иртсен те юратнă çыннăра, чунри килӗшӗве сыхласа хăварассине ан манăр.
ВĂКĂР 21.IV-20.V
Çак кунсенче илекен тупăш ватлăхра канлӗн пурăнма та çитӗ. Пурлăха ӳстерни тахçанхи ӗмӗте пурнăçлама пулăшать. Пуяссипе çыхăннă тӗллев чун шайлашăвне тупма пулăшмаллине асра тытăр.
ЙӖКӖРЕШСЕМ 21.V-21.VI
Халӗ хăвăра тӗпчеме, творчествăра çитӗнӳ тума меллӗ вăхăт. Çын çинче хăвăра тыткалама пӗлни çак кунсенче ăнăçу кӳрет. Тӗрлӗ контрактсем çирӗплетме, çемье çавăрма ăнăçлă вăхăт. Юратушăн та ырă вăхăт– туйăмăрсем çивӗчленӗç, тен, çӗнӗрен юратса пăрахăр.
РАК 22.VI-22.VII
Питӗ пӗлтерӗшлӗ ыйтусене татса пама меллӗ вăхăт. Çемье çавăрма та, ӗçлӗ ыйтусене татса пама та аван. Енчен те эсир пурнăçламалли ӗçӗрсене тӗрӗс йӗркелетӗр-тӗк, сирӗн кӗтмен инкексем пулмӗç. Ăсăр пур, ума лартнă тӗллеве пурнăçлама интуицие ытларах аталантармалла.
АРĂСЛАН 23.VII-22.VIII
Сирӗнте вăй вӗресе тăрать. Халь эсир хуть кама та темӗнле шанмалла мар идейăна ӗнентерме пултаратăр. Çак эрнере туянакан япаласемпе тахçанччен усă курса пурăнатăр. Лотерея билечӗ те вылянаканни пулӗ.
ХӖР 23.VIII-22.IX
Ку тапхăр сире пысăк çитӗнӳсем тума май парать. Çак кунсенче хуть мӗнле ӗçе те алă пырать, анчах ыттисем çинчен те манмалла мар. Вӗсем те сирӗнпе пӗр кӳлӗмре. Çăлтăрсем асăрхаттарнине итлемесен чăрмавсем тупăнӗç.
ТАРАСА 23.IX-23.X
Ку таранччен пухăннă ыйтусене патшалăх учрежденийӗсем пулăшнипе татса паратăр, ӗçтешӗрсем те айккине пăрăнмӗç. Çитӗнӳ çывхарсах килет, финанс лару-тăрăвӗ те лайăхланать, килте те йăлт аван пулать.
СКОРПИОН 24.X-22.XI
Ума тухнă çивӗч ыйтусенчен пăрăнмалла мар. Кăмăлăр уçă пулмалла халь, чи малтанах хăвăр умра. Çемьери çынсене ытларах тимлӗх уйăрăр. Сирӗн пулăшăвăр вӗсене халь питӗ кирлӗ. Çак пархатарлă утăм хăват кӳрӗ.
УХĂÇĂ 23.XI-21.XII
Сире телей кӳрекен тапхăр пуçланчӗ. Халь çемьери хутшăнусене лайăхлатма та аван, сирӗнтен хăшӗ-пӗри çемье чăмăртать кăна-ха. Эсир перекетлӗ пулма тăрăшнине укçа тăкаклама юратакан мăшăрăр ăнланмӗ.
ТУ КАЧАКИ 22.XII-20.I
Çак кунсенче хăвăра япăхрах туятăр. Сăлтавӗ планетăсен, тӳпери вырнаçăвӗпе çыхăннă. Пӗрисен ăш вăркани иртмӗ, теприсене чӗри аптратӗ. Ачасемпе хутшăннă чух лăпкă пулма тăрăшăр. Кăшкăрашма тытăнни ырă тумасть.
ШЫВТĂКАН 21.I-19.II
Нимӗн çӗнни, тӗлӗнтермелли пулмасть çак кунсенче. Ӗçре кулленхи вак-тӗвек, нимӗнле çитӗнӳ те курăнмасть. Чуна çывăх çыннăрсемпе тавлашса чӗрре кӗме кирлӗ мар. Хушма ӗç сӗнекенсене тӳрех ан шанăр, тен, вӗсем ултавçăсем? Юратупа çыхăннă хутшăнусем чăннипех савăнтараççӗ.
ПУЛĂСЕМ 20.II-20.III
Ку тапхăр кăткăс иртет. Закона пăсакансене пăхăнасран асăрханмалла. Аманасран та сыхланмалла çак кунсенче. Халь сирӗн мӗнле-тӗр хăюллă утăм тумалла. Çавăн хыççăн лару-тăру лайăхланать, ӳлӗм йăлт аван пулать.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев