Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тăван чӗлхе – иксӗлми çăлкуç

Нумай пулмасть Çӗнӗ Упири тӗп шкулта 5-6-мӗш классенче вӗренекенсем П. В. Дементьев музейӗнче иртнӗ «Тӑван чӗлхе — иксӗлми çӑлкуç» музей урокне хутшӑнчӗç.

Урок тӗллевӗ — ачасене хамӑр халӑхӑн культурипе йӑли-йӗркине хисеплеме вӗрентесси, тӑван чӗлхене юратма, упрама хавхалантарасси.


Вӗренекенсене чи малтан Халăхсен хушшинчи тăван чӗлхе кунӗн историйӗпе паллаштартӑмӑр. Ачасем тӑван чӗлхен илемӗпе пуянлӑхӗ çинчен сӑвӑсем вуларӗç. Паллӑ çыравçӑсем, ӑсчахсем чӗлхе çинчен каланӑ ӑслӑ сӑмахӗсемпе паллашрӗç. «Тӑван чӗлхе пӗлӳçисем» лингвистла вӑййа хутшӑнса пӗлӗвне çирӗплетрӗç, тӗрлӗ ӗçсем пурнӑçларӗç.


Пирӗн вара хамӑрӑн чӑваш чӗлхине манса каймалла мар, ачасене вӗрентсе пымалла.


Тӑван чӗлхе çинчен ачасем нумай пӗлчӗç, пӗтӗмлетӳ турӗç: «Тӑван чӗлхене юратмалла, хисеплемелле тата упрамалла, тӗрӗс те илемлӗ калаçмалла!»


Юрий АДЪЮТАНТОВ.

Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев