Теччӗре ытларах çаратнă
Йывăçсене питомниксенче ӳстереççӗ пулин те, çынсем пурпӗрех йӗркене пăсса вăрмантан касса килме ăнтăлаççӗ, ара питомникрине укçа парса илмелле-çке.
Çӗнӗ çул уявӗсенче Раççейӗпе мӗн чухлӗ хыр-чăрăш касаççӗ-ши? Кун валли йывăçсене питомниксенче ӳстереççӗ пулин те, çынсем пурпӗрех йӗркене пăсса вăрмантан касса килме ăнтăлаççӗ, ара питомникрине укçа парса илмелле-çке. Тутарстанра та акă, закона пăснă пулăмсем пулнă.
Саба, Теччӗ, Елабуга, Мамадыш, Элкел, Леиногорск, Мнзеле районӗсенчи вăрман хуçалăхӗсенче хыр-чăрăш йывăççисене закона пăсса каснă 17 пулăма тупса палăртнă, пӗлтерет ТР Вăрман хуçалăхӗн министерствин пресс-служби. Çакă январӗн 4-мӗшӗнче Тутарстанра ведомствăсен хушшинче иртекен «Ель» операципе профилактика мероприятийӗн пӗтӗмлетӗвӗсенче паллă пулнă.
Операцие 346 çынран тăракан 139 патруль ушкăнӗ хутшăннă, çавсен шутӗнче 266-шӗ патшалăх вăрман инспекторӗсем, 80-шӗ – ТР Шалти ӗçсен министерствин вырăнти уйрăмӗсен сотрудникӗсем. Патруль вăхăтӗнче йӗркене чи нумай пăснă районсен шутӗнче Теччӗ палăрнă – 4 пулăм. Вăрман хуçалăхӗн закон йӗркисене пăснисене хирӗç административлă ӗçсем пуçарнă. Вăрман фондне сăтăр кӳнӗ тăкаксем 28,5 пин тенкӗпе танлашнă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев