Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Телефонсене çутăр, ӳкерӗр

Мартăн 3-мӗшӗнче этемлӗх историйӗнчи пӗрремӗш фиджитал вăйăсен «Игры Будущего» ăмăртăвӗ вӗçленчӗ


 
Мартăн 3-мӗшӗнче этемлӗх историйӗнчи пӗрремӗш фиджитал вăйăсен «Игры Будущего» ăмăртăвӗ вӗçленчӗ
 
Февралӗн 21-мӗшӗнче, икӗ эрне каялла РФ Президенчӗ Владимир Путин уçрӗ ăна: «Эпир тӗнчене «Игры Будущего» парнелетпӗр», – терӗ ун чухне. Икӗ эрнерен Владимир Владимирович сăмахне аса илсе чăнах та Раççей тӗнчене мӗн тери пуян, хаклă парне  тунине курса ӗнентӗмӗр. Хусанта иртекен фиджитал вăйăсене 2 миллиард ытла çын пăхнă, 1811  çын – 294 команда – хутшăнса вăй виçнӗ. 107 çӗршыв спортсменӗсем «Игры Будущего» турнира хутшăнма Хусана килнӗ.
 
Ятарласа турнира килнӗ туристсен шучӗ те пӗчӗк мар. Чемпионатăн призсен фончӗ 10 миллион доллар пулнă. 21 дисциплинăпа ăмăртнă спортсменсем, чи кӗçӗнни 12 çулта, чи асли – 62-ре.    12 çӗршыв –  236 команда призсем çӗнсе илнӗ. Чи юлашки призне илекенни Уругвай команди пулчӗ. Шăп турнирпа сывпуллашса ирттерекен хăтлав вăхăтӗнче фиджитал-футбол специализаципе хӗрӳ ăмăрту пыратчӗ. Уругвайăн PENAROL  команди Раççейӗн FC Lokomotiv командипе вылянă. Шел, пирӗннисем хальхинче çӗнтерсе I вырăн илеймен, II вырăнпа çырлахма тивнӗ. Парагвайăн Mexico Quetzales команди III вырăн илнӗ.  
Тутарстан, Хусан пӗтӗм тӗнче умӗнче хăйӗн вашаватлăхне кăтартрӗ. Çакăнта волонтерсен тӳпи те пысăк. Инçетрен килнӗ çынна пулăшма хатӗрскерсем ялан юнашар. Ют çӗршывсенчен килнисене те, «Пуласлăх хулине» курма пынă кашни çынна ăшă кăмăлпа пулăшаççӗ. Волонтерсен ӗçне йӗркелӳçӗсем шута илсе вăйăсем хупăннă кун уйрăмах  палăрнисене чысларӗç. 20 çӗршывран 15 – 83 çулсенчи 2000 ытла волонтер пулăшнă йӗркелӳçӗсене, куракансене (300 пин ытла çын пулнă вăйăсен площадкисенче). РФ вице-премьерӗ Д.Чернышенко, РФ спорт министрӗ О.Матицын тата ТР Раисӗ Р.Минниханов 21 волонтера (Раççейӗн сакăр регионӗнчен тата Алжиртан, Индирен) тав туса наградăсем пачӗç. Церемони пуçлансан та Рустам Нургалиевич «Игры Будущего» йӗркелекенсене тав тунă чух волонтерсене уйрăммăн палăртрӗ.

Кунта йӗрке хуралçисем çинчен те каласа хăвармалла. 2000 ытла полицейский хăйӗн тивӗçӗсене тӳрӗ кăмăлпа пурнăçланипе те çак икӗ эрне лăпкă, савăк, интереслӗ иртрӗ. Таса чунпа ӗçленӗскерсене вăйăсем вӗçленсен пуçлăхсем ырласа тав тунине пӗлме питӗ кăмăллă пулчӗ.  

 Çак пысăк мероприятие ирттерме шаннăшăн Рустам Нургалиевич РФ Президентне Владимир Путина тав турӗ. «Игры Будущего» чемпионатпа сывпуллашнă çӗрте РФ  Правительствин Председателӗн çумӗ Дмитрий Чернышенко тата РФ спорт министрӗ Олег Матицын пулчӗç. «Пӗрремӗш вăйăсем ăнăçлăн иртрӗç! Раççей спортăн çӗнӗ тӗсӗсемпе турнир шутласа кăларса  фиджитал формачӗпе йӗркелесе ирттерчӗ!» – тулли кăмăлпа залра, экран умӗнче ларакансене саламласа каларӗ чемпионатăн йӗркелӳ комитечӗн председателӗ Дмитрий Чернышенко.
 
Сывпуллашу каçӗ
Хăш-пӗр мероприятире телефонсем çине ӳкерме юраманнине аса илтереççӗ, сӳнтерме ыйтаççӗ. «Игры Будущего» вара пачах урăхла. Хăтлав пуçланас умӗн пурне те телефон çине ӳкерсе пӗлӗшсем, юлташсем патне ярса пама, социаллă сетьсене лартма ыйтрӗç, #игрыбудущего хэштегпа палăртма астутарчӗç.
 Церемоние Китайри  «LPL» («League of Legends» вăйă пирки сăмах) лига ертӳçи Дуань Юушан тата Игорь Лантратов ертсе пычӗç. Кăшт тунсăхлăрах пулин те (ырă, интереслӗ меропhияти вӗçленни яланах тунсăх сӗмӗпе иртет) çăмăллăн пычӗ каç. Ертӳçӗсем вырăсла-акăлчанла калаçнисене экрансем çинче текстпа куçарса пынипе кашнине ăнланмалла пулчӗ, шӳтсене, хыпарсене илтсен куракансем харăсах кулчӗç, тимлерӗç, ташларӗç... (театрсенче сурдокуçарупа итлекенсен кулли те, кулянăвӗ те кăшт каярах пулса пырать, асăрханă ӗнтӗ).  

«Фиджитал-каç», «фиджитал-концерт» çапла ятсем пачӗç ӗçтешсем чемпионат хупăннин церемонине. Мускавран килнӗ çăлтăрсем – Клава Кока, LYRIQ, «Моя Мишель» тата NILETTO икшер юрă юрлани, паллах, кураканшăн сахалрах пек туйăнчӗ. Ташă коллективӗпе пӗрлех голограмма-ташăçсем те пулăшрӗç артистсене. Вӗсене пăхса куракансем те вырăнтах ташларӗç. Ташă симуляторӗсен хăйсен уйрăм «концерт номерӗсем» те пулчӗç. Залра ларакансем хаваспах ура çине тăчӗç.

Совет Союзӗнчи чи юратнă мультфильм геройӗ Чебурашка чăннипех вилӗмсӗр.  Дмитрий Дьяченко режиссер ӳкернӗ фильм хыççăн Чебурашка чапӗ тӗнчене сарăлчӗ. Фиджитал-вăййа та çитнӗ ăшă кăмăллă, шӳте ăнланакан лапăска хăлхаллă герой. Эдуард Хилӗн «Троллоло» вокализне юрласа чăрмавсенчен çăмăллăн сике-сике каçать вăл. 
Церемони Дима Билан репертуарӗнчи «Невозможное возможно» юррăн кавер-версийӗпе вӗçленчӗ.
 
Хыçсăмах
Чи пӗрремӗш, чи асра юлакан «Игры Будущего» мультиспорт чемпионачӗ историре юлчӗ. Анчах вăл вӗçленмен пек туйăнать. Юлашкинчен пăнчă лартни сисӗнмест. Мӗншӗн? Тен, çитес вăйăсем ăçта иртессине пӗлтерменнипе? Чемпионат уçăлнă чух Казахстан Республикин Президенчӗ Касым-Жомарт Токаев 2025 çулта Казахстанра ирттерме сӗннине астăватпăр-ха, вăйăсем вӗçленнине халалланă церемонире унăн сăмахне çирӗплетекен пулмарӗ. «Ӗçлӗ тунтикун» Хусан мэрӗ Ильсур Метшин 9 патшалăх «Игры Будущего» чемпионата ирттересшӗннине пӗлтерчӗ. Ăçта иртет? Хăçан пӗлӗпӗр çакна?

ТР спорт министрӗ Владимир Леонов çитес вăйăсем хуть ăçта иртсен те йӗркелӳçӗсене çăмăлрах пулать тесе шутлать. Мӗншӗн тесен пӗрремӗш хут ирттерекен Хусанăн турнир йӗркине, правилисене... – йăлтах хăйӗн шутласа йышăнма тӳр килнӗ, турнир пуçлансан та васкавлă тестсем ирттерсе хăшне-пӗрне çӗнӗрен «сӳтсе калăплама» тивнӗ. «Эпир чăн-чăн Раççей продуктне туса кăлартăмăр, made in Kazan. Чемпионата эпир шутласа кăларнă, эпир пурнăçа кӗртнӗ. Эпир вăхăтран та васкавлăрах пулса малашлăха çитсе куртăмăр. «Игры Будущего» пирӗн продукт, вăл нумай-нумай çул ӗçлӗ!» – терӗ Владимир Александрович.
 
В.Васильев («Татар-информ» ИА) сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: #ИгрыБудущего