Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

ТӖНЧЕРИ ЧИ ÇИВӖЧ ЫЙТУСЕНЕ СӲТСЕ ЯВРӖÇ

Юлашки çулсенче историлле фактсене пăсса кăтартни, ют хаклăхсене агрессивлă майпа йышăнтарасси сарăлса пырать

Августăн 24-25-мӗшӗсенче Хусанта РФ Обществăлла палатин «Сообщество» форумӗ пулчӗ. Мероприятисем «Казань Экспо» нумай функциллӗ курав центрӗнче иртрӗç. Форум активлă граждансен, коммерцилле мар обществăлла организаци представителӗсен тата социаллă ӗçпе интересленекен çынсен уçă площадки пулса тăрать. Калас пулать, форум кăçал виççӗмӗш хут иртет. Хальхинче вăл «Раççей: культурăсен тӗрлӗлӗхӗ, граждансен пӗрлӗхӗ» темăпа палăрчӗ.

 

РФ Обществăлла палатин Сек­ретарӗ Лидия Михеева пленарлă ларура палăртнă тăрăх, тӗнчере пысăк улшăнусем пулса иртнӗ чух çивӗч ыйтусемпе халăхсен хушшинче килӗшӳ тупасси, туслăхпа пӗрлӗх ыйтăвӗсем мала тухаççӗ. «Шăп çавăнпа Хусан граждансен форумӗн тӗп площадки пулса тăчӗ. Çак хула тӗрлӗ халăхсен  культурисене, йăли-йӗркисене пӗрлештерсе тăрать. Тутарстан – Раççейӗн чи нумай нациллӗ республики. 115 наци ытла кунта ӗмӗр-ӗмӗр туслă пурăнать», – терӗ Лидия Михеева. 

Форумăн программи анлă пулчӗ: делегатсем секцисене пайланса тӗрлӗ ыйтусене сӳтсе яврӗç, унсăр пуçне çавра сӗтелсем, семинарсем, питчинг-сессисем, тренингсемпе ӗçлӗ канаш­лусем. Секцисенче делегатсем Раççей халăхӗсен культура еткерлӗхӗн çулталăкӗпе, халăхсен хушшинчи хутшăнусемпе, социаллă пулăшупа, обществăлла контрольпе, цифровизаципе, нацисен хушшинчи пӗрлӗхпе, территорилле аталанупа çыхăннă ыйтусене сӳтсе яврӗç. Ку пӗтӗмлетсе каласан, темăпа çыхăннă уйрăм ыйтусем пайтах пулчӗç. Донбас­ран куçса килнисене социаллă, юридици пулăшăвне парассине те нумай тимлӗх уйăр­чӗç. Çав шутра ятарлă операцие хутшăннисене психологилле пулăшу парасси те. Асăннă мероприятисемсӗр пуçне куравсем тата кино хăтлавӗ иртрӗ. «Украи­нăн çар çыннисен Донбасри  преступ­ленийӗсен свидетельствисем» курав нумайăшӗшӗн шок пулчӗ-тӗр. «Неравнодушные» фильм та куракансен чӗрине хумхантармасăр мар.

Спикерсем пирки уйрăммăн каламалла, пӗринчен тепри авторитетлăрах. Çавсен шутӗнче РФ Обществăла палатин (ОП) Культура, кăмăл-сипет еткерӗн ыйтвӗсен комиссийӗн председателӗ Ирина Великанова,  РФ ОП Нацисен, тӗнсен хушшинчи хутшăнусен шайлашăвӗпе комисси председателӗ Владимир Зорин, РФ ОП Секретарӗ Лидия Михеева, РФ ОП пайташӗ, «Круг добра» фонд правленийӗн председателӗ Александр Ткаченко, РФ ОП Социаллă политика, ӗç хутшăнăвӗсен тата ветерансене пулăшассипе ко­мисси председателӗ Наталья Починок тата ытти паллă çынсем пулчӗç. Ирина Великанова, сăмахран, кăмăл-сипетпе этеп­лӗх (нравственность) хак­лăхӗсене упраса хăварассин кирлӗлӗхӗ çинчен каласа юлашки çулсенче историлле фактсене пăсса кăтартни çинче чарăнчӗ. Ун сăмахӗпе, халӗ ют хаклăхсене агрессивлă майпа йышăнтарасси пырать. Çавна май çемье, арçынпа хӗрарăм, ырăпа усалпа çыхăннă ăнлавсене, тӗрӗссине  чăлпар салатасси пырать. Çакă йăлтах интернет пулăшăвӗпе, культура хайлавӗсемпе ниçта юрăхсăр фильмсем пулăшнипе пурнăçланса пырать. Акă мӗншӗн халӗ воспитани, çемье хаклăхӗсемпе çыхăннă ыйтусем тӗп вырăна тухаççӗ. Раççей историне тӗп хаклăхсене никӗсе хывса малалла аталантарас тесен ăс-хакăл пӗрлӗхне аталантармалла, çамрăксемпе аслă ăрусен хушшинчи ăнланăва тупмалла, тивӗçлипе сума сăвассине тавăрмалла. Мораль нормисене, этеплӗх законӗсене пăсма памалла мар. Çак ӗçе пӗрлӗхре пулсан кăна тума пулать. 

Владимир Зорин Раççейӗн нумай нациллӗ халăхӗн пӗрлӗхӗ пысăк пӗлтерӗшлӗ пулни пирки калаçрӗ. Ун сăмахӗпе, халăхсен хушшинчи хутшăнусем шалти политикăра та, тулашринче те ытларах та ытларах вырăн йышăнса пыраççӗ. 

РФ ОП пайташӗ, Украина пирки халăхсен хушшинчи обществăлла трибуналăн председателӗ, демократи проб­лемисемпе тӗпчев фончӗн директорӗ Максим Григорьев Донбасра сакăр çула яхăн пыракан хирӗçтăру çинче чарăнчӗ. Вăл палăртнă тăрăх, çак сакăр çул хушшинче Украина националисчӗсен преступленийӗсемпе çыхăннă ӗçсене Раççейӗн тата халăхсен хушшинчи обществăлла ӗçченсемпе пӗрле  журналистсем те, право хӳтӗлекенсем те самай çирӗплетӳсем пуçтарнă. Вӗсем мирлӗ граждансене, православи храмӗсене, мăсăльман мечӗтӗсене çӳрекенсене заложнике илнӗ тӗслӗхсем кăна мӗн чухлӗ. Сакăр çул хушшинче ЕСПЧăна çын прависене пăснипе çыхăннă ултă пин ытла заявка килнӗ. Хальлӗхе пӗрне те татса паман. Çавăнпа 2022 çулхи март уйăхӗнче Халăхсен хушшинчи общест­вăлла трибунала йӗркелеме шут­ланă та. 

Çакăн йышши нумай çивӗч ыйтăва çӗклерӗç секци ӗçӗ­сенче. 

Палăртса хăварар, маларах РФ ОП «Сообщество» форумӗ Новосибирскпа Липецкра пул­чӗç, кӗçех Петрозаводскра иртмелле. Пӗтӗмлетӳ форумне вара ноябрь пуçламăшӗнче Мус­кавра йӗркелеме палăртнă. 

 

Ирина ГОРДЕЕВА.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев