ТР ЧНКА Канашӗн Председателӗн саламӗ
Хисеплӗ хӗрарӑмсем: аннесемпе мӑшӑрсем, аппасемпе йӑмӑксем, кинсемпе инкесем, асаннесемпе кукамайсем, хунямасемпе тӑхлачӑсем, кӗҫӗннисемпе аслисем!
Ырӑ кун та ырӑ сехет тӗлне пултӑр ҫак саламлӑ ҫыру. Ирӗк парсамăр сире мартăн 8-мӗшӗпе саламламашкăн.
Сире чӑваш юманӗ пек ҫирӗп сывлӑх, анлӑ Атӑл шывӗ пек вӑрӑм кун-ҫул, хушпу кӗмӗллӗ пек ҫутӑ пурнӑҫ, лаша туртайми телей, ҫӑлкуҫ таппи пек иксӗлми вӑй-хал, чӑн-чӑн юрату сунатпӑр!
Вӑрман пек пуян, уй пек аслӑ, ҫаранти сар чечек пек хитре, ҫурхи хӗвел пек ӑшӑ кӑмӑллӑ пулӑр!
Ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнмалла пултӑр!
ТР ЧНКА Канашӗн председателӗ Д.А. Самаренкин
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев