ТР Министрсен Кабинечӗ мобилизациленнисен çемйисене тӗрев памалли хушма мерăсем кӗртнӗ
Тутарстанра тăтăш пурăнакан çемьере ашшӗне çар ретне илнӗ хыççăн ача çуралсан, ача-пăча япалисен пуххине парнелӗç;
Мобилизациленнин аслă çулти тăванӗсем – арçынсем 60 çултан аслăрах пулсан, хӗрарăмсем 55 çултан аслăрах пулсан – санаторипе курорт сипленӗвӗ валли путевка илме чи малтан пултарӗç;
Тутарстанра тăтăш пурăнакан мобилизациленнисен çемйисенче 7-17 çулти ачасем пур-тăр, вӗсене кану валли чи малтан путевкăсем парӗç;
Енчен те мобилизациленнисен çемйисенчи аслă çулти çынсем ытла ватă пулсан, е вӗсен çемйисенче I, II ушкăнри инвалидсем пур пулсан, вӗсене килӗсенче социаллă пулăшу кӳрӗç;
Мобилизациленнин тăванӗсем ваттисемпе инвалидсен çурчӗсене, психика пăсăлнă граждансене усракан вырăнсене тата сусăр ачасемпе çул çитмен çамрăксен реабилитаци центрӗсенче черетсӗр социаллă пулăшу кӳрӗç;
Мобилизаципе çар ретсен тăнă çынсен инвалид-ачисене çакнашкал реабилитаци центрӗсенче черетсӗр социаллă пулăшу илме пултарӗç;
Çар ретне тăнă резервистсен патшалăх вӗрентӳ организацийӗсенче 1-11 классенче вӗренекен ачисене икӗ хутчен (ирхи апатпа кăнтăрлахи) çитерӗç, ятарлă пӗлӳ паракан училищӗсенче вӗренекен студент-очниксене пӗр хутчен вӗри апат çитерӗç;
Мобилизациленнин тăванне ӗçсӗр тесе заявлени панă хыççăн виçӗ кунра йышăнма пултарӗç. Çавăн пекех мобилизациленнин çемйинчи ӗçсӗр тесе йышăннă çынсем эксперт канашӗсенче бизнес-плансене черетсӗр пăхса тухма тивӗç.
Çавăн пекех Министрсен Кабинечӗн йышăнăвӗнче районти влаçсене мобилизациленнин çемйине тӗрев пама сӗннӗ. Пулăшу меслечӗсен шутне резервист ачисене черетсӗр ача садне йынăнасси, вӗсемшӗн ача сачӗшӗн тӳлессине пăрахăçласси, шкулти тӳлевсӗр апатлантару кӗреççӗ.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев