ТР Патшалăх Канашӗн депутачӗсем иртнӗ кӗçнерникун Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн ятӗнчен чăваш халăх поэчӗн хушаматне кăларассишӗн сасăланă
Ял çыннисен пуçарăвне Элкел райканашӗ ырланине сессире Элкел муниципаллă районӗн пуçлăхӗ Александр Никошин пӗлтернӗ. Вăл палăртнă тăрăх, ял халăхӗн ытларах пайӗ яла ӗлӗкхи ята тавăрассишӗн сасăланă.
Парламентри Патшалăх строительствипе вырăнти хăйтытăмлăх комитечӗн председателӗ Альберт Хабибуллин пӗлтернӗ тăрăх, Тутарстан Республикин «О регулировании отдельных вопросов в сфере наименований географических объектов в РТ» законӗпе килӗшӳллӗн, ял ятне улăштарасси пирки уçă слушанисем ирттересси пирки йышăну тунă пулнă. Çак итлевсене хатӗрлесе ирттерме ӗç ушкăнне йӗркеленӗ.
2022 çулхи июнӗн 22-мӗшӗнче Элкел районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗнче пуху иртнӗ. Унта хутшăннă 109 çынран 106-шӗ ял ятне улăштарассишӗн сасăланă. Июлӗн 6-мӗшӗнче Патшалăх строительствипе вырăнти хăйтытăмлăх комитечӗ хăйӗн ларăвӗнче çак слушанисен пӗтӗмлетӗвне ырланă.
Ыйтăва сӳтсе явас ӗçе Ркаил Зайдуллин, Ильдар Шамилов, Хафиз Миргалимов, Дмитрий Самаренкин тата Алсу Набиева депутатсем хутшăннă, вӗсем аслă поэтăмăрăн астăвăмне упраса хăварасси пирки калаçнă. Депутатсем Петӗр Хусанкай ятне ял урамӗсенчен пӗрне пама тата поэт ячӗпе вырăнти шкула чыслама сӗннӗ.
Сӳтсе явнине пӗтӗмлетсе ТР Патшалăх Канашӗн Председателӗ Фарид Мухаметшин ял халăхӗн пуçарăвне тӗрев панă. «Кунашкал ыйтусемпе йышăну тунă чухне халăх кăмăлӗ пирӗншӗн чи пӗлтерӗшли пулса тăрать, - тенӗ вăл. – Граждансене хăйсен шухăшӗ енне сӗтӗрме депутатсен ирӗк çук».
Çапла ТР Патшалăх Канашӗ «Тутарстан Республикин Элкел муниципаллă районӗнчи Сиктӗрме-Хусанкай ялӗн ятне улăштарасси çинчен» Йышăну кăларнă, ун тăрăх малашне ял Сиктӗрме ятлă пулать. Уйăх çурăран хутсем Мускавран тухассине кăна кӗтесси юлчӗ.
Авалхи ят пирки çакна та каласа хăварас килет. Чи авалхи ячӗ Сиктӗрмен – Иштупай пулнă. Патша саманинче ăна, тӗне кӗмен чăвашсен ячӗ ку тесе-ши, Сиктӗрмене улăштарнă.
Кунта ирӗксӗрех Петӗр Хусанкай 19-та чухне çырнă йӗркесем аса килеççӗ:
«Малалла-ха пурнăç, малалла.
Ман тӗлтен çанталăк çурма çутă.
Ман пурне те ахăр курмалла,
Хурине шуррисӗр курма çук-тăр.
Малалла-ха пурнăç, малалла...»
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев