Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

ТР Ял хуҫалӑх министерстви эмбаргона пӗтӗмлетнӗ

Мала тухма Тутарстана, мӗн пур муниципаллӑ районра ӗҫлекен аграрисене тӗрев парас, ял территорийӗсене аталантарас программӑсем те пулӑшнӑ

 

Раҫҫей Президенчӗ 2014 ҫулхи августӑн 6-мӗшӗнче кӑларнӑ 560 номерлӗ Указӗ тӑрӑх кӗртнӗ продовольствилле эмбарго 6 ҫул хушшинче мӗнлерех витӗм кӳнине Раҫҫей Ял хуҫалӑх министерстви пӗтӗмлетнӗ.
Паянхи кун тӗп апатлану продукчӗсемпе Раҫҫей хӑйне-хӑй туллин тивӗҫтерет тата экспорт хӑватне ӳстерсе пырать.
Патшалӑх политики эффективлӑ пулнипе иртнӗ 6 ҫулта ҫӗршыври агропром хӑйӗн продукцине 22,4 процента ӳстернӗ. Ял хуҫалӑх отраслӗ ҫӗнӗ технологисемпе наукӑн хальхи ҫитӗнӗвӗсене ӗҫе кӗртекенсенчен пӗри пулса тӑчӗ.
2014-2019 ҫулсенче ял хуҫалӑх производстви 119% ӳснӗ, апат-ҫимӗҫ туса илесси 131%, ӗҫмеллисем тӑвасси 105% ӳснӗ.
ТР ял хуҫалӑх министрӗн Марат Зяббаровӑн сӑмахӗсемпе, эмбарго вӑхӑтӗнче Тутарстан агропром производствине упраса ӳстернӗ. Тырӑ туса илессине кӑна 60 процента ӳстернӗ. Улма-ҫырла пухассине 40% ӳстернӗ.
2015-2019 ҫулсенче Тутарстанӑн ял хуҫалӑхне аталантарма 96 млрд тенкӗ укҫа хывнӑ, 44 млрд тенкӗ - продукцие тирпейлекен производствӑна.
Мала тухма Тутарстана, мӗн пур муниципаллӑ районра ӗҫлекен аграрисене тӗрев парас, ял территорийӗсене аталантарас программӑсем те пулӑшнӑ. Паянхи кун ӗҫлекен 40 президент программинчен 30-шӗ ял хуҫалӑхӗнче пурнӑҫа кӗрсе пыраҫҫӗ. 2019 ҫулта кӑна ТР Президенчӗн Рустам Миннихановӑн программисене 21,4 млрд тенкӗлӗх финансланӑ. 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев