Тури Услонра пурăнакан чăваш хӗрарăмӗ Валентина Бушуева «Четыре дачи» телепроекта хутшăннă
«Четыре дачи» телепроектăн III сезонӗн майăн 10-мӗшӗнче тухнă кăларăмне Тутарстанра ӳкернӗ. Марина (Усады поселокӗ), Влада (Çӳлту поселокӗ), Валентина (Тури Услон ялӗ), Руфина (Хусан) пӗринчен тепри пултаруллă та маттур пахчаçăсем, кил хуçи хӗрарăмӗсем. Кашни хăйне май интереслӗ. Валентина вара проектра хăйне наци урлă уçса пама йышăннă. Хăнасене вăл чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа, наци апачӗпе кӗтсе илчӗ. Пахчи юмахри пек. Пур кӗтесре те тирпей-илем хуçаланать, чечекӗсене, улма-çырла йывăçӗсене юратса пăхни тӳрех палăрать, парникӗ те ытти пахчаçăсемшӗн ăмсанмалли. Пахча мар – ӗмӗт!
Ăçтан йăлт ӗлкӗрет тесе шутлатăн ун пирки куç тӗлне пулсан. Халӗ кам мӗнле пурăннине пӗлсе тăма йывăр мар. Куçа-куçăн курса калаçмасан та социаллă сетьсенчен, мессенджерсенчен ӗç-пуçсем çинчен пӗлсе тăратăн.
Хальхинче сăмахăм Валентина Бушуева çинчен. «Сувар» хаçатра унпа интервью та тухнă пирӗн. Валентина Васильевна «Радуга добра» пулăшу фончӗн директорӗ, нумай ача амăшӗ, виçӗ хӗр унăн. Фонд йывăр лару-тăрура пурăнакан, чирлӗ ачаллă (ытларах ДЦПпа аптракансем) е ытти йывăрлăха кӗрсе ӳкнӗ çемьесене пăхса тăрать. Эмелсемпе, апат-çимӗçпе, килти хуçалăхра кирлӗ япаласемпе, ачасене шкула пуçтарăнма тата ытти енлӗ пулăшупа тивӗçтерет.
Унсăр пуçне пултаруллă хӗрарăм ăста пахчаçă та. Çемйипе вăл Тури Услон районӗн центрӗнче харпăр çуртпа пурăнать. Пахчасăр пуçне тата чăх-чӗп, кроликсем ӗрчетет. Ку ӗçсене вăл пӗлсе, профессилле шайра туса пырать. Социаллă сетьсенче вырнаçтаракан кӗске видеосем пуçлакан пахчаçăсемпе чăх-чӗп тытакансемшӗн усăллă материал пулса тăраççӗ. Кил кайăк-кӗшӗкне мӗнле пăхмалла, мӗнпе апатлантармалла, чир-чӗртен мӗнле сыватмалла тата ытти те. Пахча ӗçӗпе лартнă видеосем те усăллă канаш пулса тăраççӗ. Эп хам та ун видеовӗсене пăхса нумай япалана вӗренсе пыратăп. Паллах, чи малтан Валентина чипер те илемлӗ хӗрарăм. Ялан хитре пуласси те вăл пысăк ӗç.
Нумай пулмасть Валентина пире татах тӗлӗнтерчӗ – «Четыре дачи» телепроекта хутшăнса. Çак телекăларăм «Пятница» каналта тухать. Социаллă сетьсенче ăна подписчикӗсем кăна мар, асăннă телепроектăн продюсерӗсем те асăрханă иккен. Валентинăна проекта хутшăнма ӳкӗтлеме пуçланă. Вăл тӳрех килӗшмен – шанманнипе. Телекăларăм тухсан эпӗ ăна тӳрех шăнкăравларăм.
– Малтан эпӗ шулӗксем шăнкăравласа тарăхтараççӗ пулӗ тенӗччӗ. Шăнкăравлаççӗ те шăнкăравлаççӗ. Продюсерӗсем калаçнă хыççăн тин ӗнентӗм вара чăн та «Пятницăран» пулнине. Çапла пуçланчӗ ку истори, – терӗ Валентина телефонпа çыхăнсан.
«Четыре дачи» телепроектăн III сезонӗн майăн 10-мӗшӗнче тухнă кăларăмне Тутарстанра ӳкернӗ. Марина (Усады поселокӗ), Влада (Çӳлту поселокӗ), Валентина (Тури Услон ялӗ), Руфина (Хусан) пӗринчен тепри пултаруллă та маттур пахчаçăсем, кил хуçи хӗрарăмӗсем. Кашни хăйне май интереслӗ. Валентина вара проектра хăйне наци урлă уçса пама йышăннă. Хăнасене вăл чăваш йăлипе çăкăр-тăварпа, наци апачӗпе кӗтсе илчӗ. Пахчи юмахри пек. Пур кӗтесре те тирпей-илем хуçаланать, чечекӗсене, улма-çырла йывăçӗсене юратса пăхни тӳрех палăрать, парникӗ те ытти пахчаçăсемшӗн ăмсанмалли. Пахча мар – ӗмӗт!
Проекта хутшăнакансем пӗр-пӗрин патӗнче хăнара пулса сад пахчине, кил-çурт тирпейлӗхне, мӗнле кӗтсе илнине тата ытти ен тăрăх хак параççӗ. Валентина пур енӗпе те хăйне илемлӗ те сапăр, тивӗçлӗ кăтартрӗ. Çавăн пек пултаруллă чăваш хӗрарăмӗ пурришӗн савăнса та мăнаçланса пăхса лартăм кăларăма. Вăл вӗт чăваш хӗрарăмӗн илемне кăтартса пачӗ чи малтан. Пӗтӗм çӗршыв пăхать-çке ку кăларăма.
Паллах, ӗнтӗ, проект пӗр кунра ӳкерсе пӗтермелли мар. Самай вăхăт кирлӗ тăватă дачăна çитсе ӳкерме. Ку кăларăма 2024 çулта ӳкернӗ, кăçал тин хатӗрлесе çитерсе кăтартрӗç.
– Валентина, мӗнле ӗлкӗртӗн? Эсӗ ялан ӗçлӗ, фонд ӗçӗпе те нумай çӳреме тивет. Çемьене те пăхмалла, апатне пӗçермелле, кил-çуртра та ӗлкӗрмелле? – ыйтрăм тӗлӗннине пытармасăр.
– Чăнах та питӗ те хӗрӳ тапхăр пулчӗ. Пахчара йăлт ӗлкӗрсе çитнӗ, хӗллене банкăсем хупмалла. Пӗр картиш чăх-чӗп, кролик, вӗсене те пăхмалла, хăшне пусма вăхăт çитнӗ. Пирӗн тата тепӗр çӗр пайӗ те пур, унта манăн мультифлора хризантема ӳсет, ятарласа сутма. Чечексене шăвармалла, кăлармалла, заказчик патне çитермелле. Тата ачасене шкула пуçтарма та вăхăт çитнӗ. Фонд ӗçне те вăхăт уйăрмалла. Анчах темле майпа йăлт майлашăнса пычӗ. Тавах мăшăрăма Димăна. Вăл пулăшса, тӗрев парса пычӗ, ачасене те тав.
– Проект килӗшрӗ-и? Ытти хутшăнакансемпе пӗр чӗлхе тупма йывăр марччӗ-и?
– Çав тери килӗшрӗ, питӗ! Съемкăсем ырă та кăмăллă, хаваслă иртрӗç. Пилӗк куна пычӗ вăл иртен пуçласа çӗрлеччен. Съемка ушкăнӗ пысăк, пӗр пахча çын хӗвӗшрӗ, мӗнле кăна аппаратура çук тата. Хӗрсем пурте интереслӗ те кăмăллăскерсем. Уйрăмах Маринăпа туслашрăмăр. Мӗнле калас, проект çӗнӗ туссем тупма пулăшрӗ. Эпир халӗ те пӗр-пӗринпе çыхăну тытатпăр. Нумай пулмасть кафере тӗл пулса калаçса лартăмăр, – тет Валентина ăшшăн кулса.
Вăт çавăн пек маттур та пултаруллă чăваш хӗрарăмӗсем пирӗн. Пур çӗре те ӗлкӗреççӗ, çынсене пулăшма та вăхăт тупаççӗ.
Сăнӳкерчӗксем В.Бушуеван харпăр архивӗнчен.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев