Тутарстан фермерӗсем кайăк-кӗшӗкпе выльăх-чӗрлӗх ӗрчетме вӗренӗç
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан фермерӗсем кайăк-кӗшӗкпе выльăх-чӗрлӗх ӗрчетме вӗренӗç

Республикăра «Фермер шкулӗнчи» вӗрентӳ тапхăрӗ пуçланнă

40 итлекен теори пӗлӗвӗсем илӗç тата ăнăçлă ӗçлекен агропредприятисенче практика иртӗç, «Кайăк-кӗшӗк ӗрчетесси» тата «Выльăх-чӗрлӗх ӗрчетесси» специальноçсемпе хăйсен бизнес-планӗсене хатӗрлӗç. Çамрăк фермерсем тухăçлă агробизнес йӗркелесе яма хăнăхӗç, вӗсен опытлăрах ӗçтешӗсем хăйсен хуçалăхӗсен эффективлăхне ӳстерӗç. 
«Фермерсен шкулӗн» итлекенӗсем теори хатӗрленӗвне тӗплӗн иртӗç. Вӗсем фермер уçалăхӗсен ӗçӗ-хӗлне право тӗлӗшӗнчен тишкерӗç, бизнес-моделӗсен финанс тӗшшине тӗпчӗç, маркетинг никӗсӗсемпе те паллашӗç тата çӗнӗ агротехнологисемпе. Ял хуçалăх отраслӗнчи малта пыракан предприятисенче вӗренни те вӗсемшӗн усăллă пулӗ. Курс бизнес-плансене хӳтӗлессипе вӗçленӗ. 
 


Нет комментариев