Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тутарстан Республикин флочӗ кимӗ-карап туянать

2023 çулта йӗркеленнӗ «Тутарстан Республикин флочӗ» компани «Татфлот» компанирен пассажирсем турттармалли 45 кимӗ-карап тата причал инфраструктурине туянать. Аса илтеретпӗр, кăçалтан шыв-шур тăрăх пассажирсене турттарассине Тутарстанра вăл кăна пурнăçлать. Шăпах çак тӗллевпе йӗркеленӗ те компание. Асăннă 45 карап-кимӗ çӗннисем мар, вӗсенчен хăшне юсӗç, хăшӗншӗн утилизаци программипе компенсаци илӗç.

— Кимӗ-карапсем çӗнӗ мар пулсан та, пӗр çӗре пухасшăн пултăмăр. Кивӗ флота эпир утильсбор валли усă курăпăр, ку программа пуçланмалла. Компенсаци укçипе çӗнӗ 10 кимӗ-карап туянма пултаратпăр. 13-шне юсатпăр, 7-шне хальхи сезонрах пуçлатпăр, — тенӗ ТР Транспорпа çул-йӗр хуçалăхӗн министрӗ Ф.М. Ханифов.

Министерство республикăн шыв-шур тăрăх груз турттармалли порчӗсене тишкерсе анализ тума тытăннă ӗнтӗ. Çав вăхăтрах пассажирсене турттарас ӗçе те аталантарӗç. Тӗслӗхрен, Çырчаллинчи çӗнӗ причала хăтлăх кӗртӗç.

— 2025 çулта туристсене, социаллă рейсемпе тата ыттипе 500 пин пассажир турттарасшăн эпир. Çакăн пек тӗллев лартатпăр, — тенӗ министр.

2023 çулта «ТР флочӗ» 4 çӗнӗ карап туяннă.Вӗсем тест режимӗпе пассажирсене, çав шутра кӳршӗллӗ регионсене те, турттарса пăхнă.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество