Тутарстан Республикин Президенчӗ Хусанти çар госпиталӗнче сипленекен çар служащийӗсемпе тӗл пулнă
Оборона министерствин Хусанти госпитальне эшелон январӗн 22-мӗшӗнче çитнӗ
Ятарлă çар операцийӗ иртнӗ зонăран 85 салтака илсе килнӗ. Вӗсен хушшинче Тутарстанра пурăнакансем те, Раççей Федерацийӗн ытти регионӗсенчисем те. Пурин те стабильлӗ лару-тăру, профильпе кирлӗ сиплев йӗркепе пырать.
Хусанти Çар госпителӗ – чи хальхи сывату учрежденийӗсенчен пӗри, ăна 2022 çулта уçнă. Объекта чи малти медицина оборудованийӗпе тивӗçтернӗ, вăл мӗн пур направление сиплеме май парать.
Рустам Минниханов боецсене сыватмалли условисене хакланă. Президента медикаментсемпе кирлӗ хатӗрсем йăлтах пурри çинчен пӗлтернӗ. Рустам Минниханов темиçе палатăра пулса курнă. Калаçура çар служащийӗсем медицина ӗçченӗсене кӳнӗ пулăшушăн тав тунă.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев