Тутарстан студотрячӗ «КАМАЗ» проектра çӗнтернӗ
Çырчаллинче Пӗтӗм Раççейри студентсен «КАМАЗ» производство отрячӗн ӗçне пӗтӗмлетнӗ.
Кăçал çулла автогигантăн тăватă заводӗнче çӗршыври 15 регионтан студент отрячӗсен йышӗнче килсе çитнӗ 300 çын 14 профессипе ӗçленӗ. Икӗ уйăхра вӗсем 2756 грузовик, 2478 кабина тата 2375 двигатель пуçтарнă. Студотрядсен ӗçӗ-хӗлӗ «Молодежь и дети» наци проекчӗн тӗллевӗсемпе килӗшсе тăрать.
Студотрядсем пултарулăхра, спортра тата ăс-хакăл конкурсӗсенче тупăшнă, çавăн пекех волонтерта ӗçленӗ. Хусантан килнӗ «Атмосфера» отряд чи лайăх студент отрячӗ пулса тăнă.
ТР Студент отрячӗсен пресс-службин сăнӳкерчӗкӗсем.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia
Нет комментариев