ТР Министрсен Кабинечӗ 2025-2026 вӗренӳ çулӗнче шкулсенче аслă классенче тата колледжсенче вӗренекенсемшӗн «Хăрушсăрлăхпа Тăван çӗршыва хӳтӗлессин никӗсӗсем» предмет шайӗнче вӗренӳ сборӗсене йӗркелесе ирттересси пирки йышăну тунă.
Занятисем шкулсемпе колледжсенче, патриотла хатӗрленӳ центрӗсенче иртӗç, хăш-пӗр муниципалитетсенче – çар чаçӗсемпе тата Хусанти аслă çар танк училищипе пӗрле.

10-мӗш класра вӗренекенсен сборӗ 5 куна тăсăлӗ. Вӗсем унта практикăлла занятисенче хăнăхусем илӗç тата пеме вӗренӗç. 8-мӗш класра вӗренекенсен сборӗсем виçӗ куна тăсăлӗç, ăна çар комиссариачӗсемпе пӗрле йӗркелеççӗ.
Сăнӳкерчӗк «Татар-информ» ИА.
Нет комментариев