Тутарстанри 3 пин ытла çемье ял ипотекине илнӗ
Пирӗн республикăра виççӗмӗш çул ял ипотекин программи ӗçлет. Çак вăхăт хушшинче çынсене панă кредитсен пӗтӗмӗшле хакӗ 6,8 млрд тенкӗрен иртнӗ. Вăтамран илсен тутарстансем кредита 2,5 миллион тенкӗ илеççӗ.
«Ипотекăна регистрацилес пӗтӗмӗшле срок 5 ӗç кунӗпе танлашать. Пирӗн ведомствона «Сельская ипотека» программăпа туянакан куçман пурлăх пирки документсем килсен, объектсене самай хăвăртрах регистрацилеççӗ. Çакна çав шутра регионра «Ипотека за 24 часа» проект хута кайнипе те тума май пур», – тесе пӗлтернӗ журналистсене ТР ял хуçалăхпа продовольстви министрӗ Марат Зяббаров.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев