Тутарстаншăн обществăлла вырăн ача-пăча площадки кăна мар
ТР Раисӗ Р.Минниханов Тутарстанра обществăлла вырăнсене мӗнле хăтлăх кӗртни пирки «Хăтлăрах пултăр тесе» видеоролик кăларнă. Тутарстан лидерӗ ăна «Формирование комфортной среды» наци проекчӗ республикăра мӗнле пурнăçланнине халалланă. Видеороликăн тӗп гройӗ — Heads group архитектура бюровӗн архитекторӗ Владислав Куликовский. Вăл обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртнӗ чух мӗне шута илсе ӗçленине каласа парать
Владислав Куликовскин сăмахӗпе, тутарстансемшӗн обществăлла вырăн ача-пăча площадки кăна мар, канмалли, пӗр-пӗринпе хутшăнмалли вырăн. Мӗншӗн тесен обществăлла вырăнсене хăтлăх кӗртме халăх хăй хутшăнать. Архитекторсем вӗсен сӗнӗвӗсене шута илсе проектсем хатӗрлеççӗ.
«Ку е вăл обществăлла вырăн мӗнле пуласси унăн историне, культурине, хальхи вăхăтра мӗнле усă курнине анализ тунинчен килет. Эпир вара хальччен пуррине çӗнӗлӗхсем хушса тата хăтлăрах тăватпăр», — тет архитектор.
Тутарстанра нумай çул обществăлла вырăнсене «Формирование комфортной городской среды» федераллă проектпа хăтлăх кӗртеççӗ. Юлашки 7 çулта пӗтӗмпе 225 обществăлла вырăн çӗнелнӗ, кун валли пӗтӗмпе 18 миллард тенкӗ укçа уйăрнă.
«Обществăлла вырăнсен ӗмӗрӗ вăрăм мар, çавăнпа вӗсене упрамалла, пăхса тăмалла. Çавăнпа хамăр ӗçе çынсене явăçтаратпăр та эпир, вӗсем пирӗн агентсем пулса обществăлла вырăнсене пăхса тăраççӗ. Çавăнпа парка проектланипе пӗрлех çынсене те ăна упрама программăлатпăр», – каласа парать видеороликра архитектор. (И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев