Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Тырӑ пӳлмене кӗрет

Виçнӗ тырра малтан лаборатори пробăна илсе унăн пахалăхне палăртать. Унтан тин сушилкăна çитет. Кӗлете е выльăх валли каяссине вара кондицилӗхӗ татса парать

Çӗпрел районне кӗрекен «Пăрăнтăк элеваторӗ» АО – республикăри тырă йышăнакан чи пысăк предприятисенчен пӗри. Унта 300 яхăн çын ӗçлет. Пӗрремӗш çур çула лайăх кăтартусемпе вӗçлерӗ вăл. Плана туллин пурнăçларӗ. Çапах та иккӗмӗш çур çул тата яваплăрах – çӗнӗ тырра йышăнмалла. Сезона предприяти хатӗр, çӗнӗ тухăçа йышăнас хатӗрлӗхне комисси июлӗн 15-мӗшӗнче «5» паллă лартса хакларӗ.
​ Паллах, ку чăн малтан коллективпа ертӳçӗсен тăрăшуллă ӗçӗ.​ Çак вăхăтра кӗлетсене, элеватора, армансен хатӗрлӗхне тӗрӗслесе дезинфекци турӗç. Пӗтӗм механизацисене пăхса тухса юсарӗç.
Паянхи кун элеватора çӗнӗ тырă кӗнине сăнама çав тери кăмăллă.​ Паллах, тырă пӳлмене кӗриччен ӗçӗ нумай кунта. Вăл машина хапхаран кӗрсенех пуçланать: виçнӗ тырра малтан лаборатори пробăна илсе унăн пахалăхне палăртать. Унтан тин сушилкăна çитет. Кӗлете е выльăх валли каяссине вара кондицилӗхӗ татса парать.
Элеваторти ӗç юханшыв юхăмӗ пек пӗрре те чарăнмасть. Эпӗ кунти ӗç коллективне тата унăн ертӳçисене телей, çирӗп сывлăх, çӗнӗ тырра йышăнма​ ăнăçу сунатăп. Тыррăмăр хамăра çимелӗх те, выльăх валли те çителӗклӗ пултăрччӗ кăçал.
Л.ВАСИЯРОВА.
Пăрăнтăк поселокӗ,
Çӗпрел районӗ.
И.Кузьмина сăнӳкерчӗкӗ.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Галерея

Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: Урожай-2019