Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

Ульяновск хулинчи Кӗнеке керменӗнче Н.Ларионов çыравçăн пуларулăх каçӗ иртрӗ

Апрелӗн 29-мӗшӗнче иртнӗ туссен тӗлпулӑвне Раççей Писательсен союзӗн пайташӗ, ЧР тава тивӗçлӗ культура ӗçченӗ, 20 кӗнеке авторӗ, пултаруллӑ писатель-публицист, куçаруçӑ, таврапӗлӳçӗ хăйӗн юбилейне тата тин çеç кун çути курнӑ çӗнӗ кӗнекине халалларӗ.

Питӗ илемлӗ, ӑшӑ ырӑ кӑмӑл-туйӑмпа пуян мероприяти иртрӗ паян. Икӗ чӗлхепе сӑвӑсем шӑранчӗç, юрӑсем юрларӗç. Пурте юратакан Валентина Тарават ертсе пыракан «Шанӑç» халӑх юрӑ ансамблӗ Ульяновск облаçӗнчи Чăнлă районӗнчи Аслӑ Нагаткинран килсе çитнӗччӗ.  «Сӑрнай» халӑх юрӑ ансамблӗн солисчӗсем Герман Мадюков, Мария Уткина тата Роза Егорова, «Эревет» ушкӑн тата ытти юрӑçсем Николай Николаевич поэзийӗ юрланнине чуна килентермелле шӑрантарчӗç.

Тухса калаçакансем хушшинче - паллӑ çынсем Андриян Григорьев, Николай Калаков, Николай Казаков, Станислав Толстов, Нина Еграшкина, Герман Мадюков, Ольга Шейпак, Владимир Грузин, Екатерина Лашманова, Юлия Ларионова, Елена Аксупи, Роза Макарова тата ыттисем пулчӗç. (Алена Аксупи, Ульяновск хули. Автор сăнӳкерчӗкӗ).

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: чуваши России