Сувар

г. Казань

16+
Çӗнӗ хыпарсем

«Ура, авылга!» проект: кăнтăрлахи лагерь сменисем кăçал республикăри 45 ялта иртеççӗ

Сисмерӗмӗр те, çуллан пӗрремӗш уйăхӗ иртсе те кайрӗ. Шкул ачисем пӗр уйăх ӗнтӗ вӗренӳрен канаççӗ. Нумайăшӗ вăхăтне тӗрлӗ ача-пăча лагерӗсенче ирттереççӗ – кунта интереслӗ те, усăллă та, çӗнӗ юлташсем те тупма пулать. Сăмах май, Тутарстанра ачасен çуллахи канăвне интереслӗ ирттерес тесе аслисем питӗ тăрăшаççӗ. Акă виççӗмӗш çул ӗнтӗ республикăра «Ура, авылга!» тӳлевсӗр кăнтăрлахи лагерьсем ӗçлеççӗ. Проект «Движение Первых» юхăм тăрăшнипе пурнăçа кӗрсе пырать. Кăçал асăннă лагерӗн сменисем июнӗн 11-мӗшӗнчен пуçласа августăн 14-мӗшӗччен 45 ялта иртеççӗ. Унта 7 – 17 çулсенчи 3000-е яхăн ача хутшăнать.

Мӗнле лагерь-ха вăл «Ура, авылга!»? Вăл ыттисенчен этнокультурăлла программăпа пулнипе уйрăлса тăрать. Тӗп тӗллевӗ – ачасене Тутарстанра пурăнакан халăхсен культурипе, йăли-йӗркипе вăйă мелӗпе паллаштарасси. Ку лагерьте арçын ачасемпе хӗрачасене мастер-классем, экскурсисем, ăмăртусем кӗтеççӗ.

Акă, тӗслӗхрен, Ютаза районӗнче çак лагере çӳрекенсене (унта смена июлӗн 16-20-мӗшӗсенче иртет) кăçал тутар халăх юррисене юрлама, фетрпа сăранран брошьсем тума вӗрентӗç. Арск районӗнче (июнӗн 22-мӗшӗнчен пуçласа июлӗн 10-мӗшӗччен) наци темипе мультфильмсем пăхса вӗсене сӳтсе явӗç, ялти Сабантуя хутшăнӗç. Мамадыш районӗнче (июлӗн 7 – 11-мӗшӗсем) арçын ачасемпе хӗрачасем уйрăммăн вăхăта ирттереççӗ: каччăсем кӗрешме, хӗрачасем тутар ташши ташлама хăнăхӗç. Апас районӗнче (июлӗн 27-мӗшӗнчен августăн 14-мӗшӗччен) лагере çӳрекенсем чăваш халăхӗн культурипе паллашӗç: масмак тума тата чăваш наци апачӗ пӗçерме вӗренӗç.

Аксу районӗнче «Ура, авылга!» проектăн профильлӗ сменисем виçӗ ялта иртнӗ. Кивӗ Ипрел шкулӗнче лагерь ӗçне тутар юрри-кӗввипе чаплă флешмобпа уçнă çӗре район пуçлăхӗ Алмаз Мингулов та хутшăннă. «Çулла – канма, вăй-хал пухма, кăмăла каякан ӗçпе аппаланма питӗ те аван вăхăт. «Ура, авылга!» проект шăпах çакна пурнăçлама май парать те. Эпир ТР Раисӗн пулăшуçине, «Движение Первых» юхăмăн регионти председательне Тимур Сулейманова Аксу районӗнчи ялсене те çак проекта хутшăнтарнăшăн чӗререн тав тăватпăр», – тенӗ Алмаз Минвазыхович ачасене саламласа.

Йӗркелӳçӗсем ачасене наци паллиллӗ футболкăсемпе кепкăсем, çавăн пекех Кивӗ Ипрел ачисене тутар стилӗпе илемлетнӗ йывăç таканкка парнеленӗ.

Кивӗ Тимушкелӗнчи шкулта лагерь сменине уçма Аксури тӗп библиотекăн ӗçченӗсем хутшăннă. «Йăла-йӗркен чӗрӗ юхăмӗ» ятпа иртнӗ творчествăлла тӗлпулура библиотекарьсем ачасене чăваш тӗрри пирки каласа пачӗç, «Мăн асанне-кукамайсен тӗррисем: мӗн калас тенине тавçăр» интерактивлă вăйă выляттарчӗç. Вӗренекенсем кăсăклансах тӗрӗсен пӗлтерӗшне пӗлме тăрăшрӗç. Юлашкинчен хăйсем те тӗрӗ тӗрлерӗç.

Савгачево шкулӗнче те лагерь смени кăсăклă мероприятипе уçăлчӗ – шкул ачисем «асамлă арчана» уçрӗç те аваллăха таврăнчӗç. Ӗлӗкхи халăх юррисем, халапӗсем, тупмалли юмахӗсем, авалхи вăйăсем, мастер-классем... Çакă йăлтах ачасене чăваш халăхӗн шухăш-кăмăлӗпе йăли-йӗркисене чунпа туйса илме пулăшрӗ.

«Ура, авылга!» проект ачасене çуллана хаваслă ирттерме пулăшнисӗр пуçне тăван тăрăхăн культурипе историне тарăнрах пӗлме, çӗнӗ юлташсем тупма, çӗнӗ хăнăхусем илме май парать. Ялти лагерьте ирттернӗ вăхăта вӗсем тахçанччен ăшшăн аса илсе пурăнӗç.

 

З.Леонтьева сăнӳкерчӗкӗсем.

 

 

 

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа

Читайте новости Татарстана в национальном мессенджере MАХ: https://max.ru/tatmedia


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев