Устрица
Срокӗ тухнă устрицăна поварсем соуспа е лимон сӗткенӗпе «тутă кӗртме» хăтланни кăлăхах
Ку деликатес хăвăрт пăсăлаканнисен шутне кӗрет. Срокӗ тухсанах устрицăри белок арканать, наркăмăш пухăнать. Устрицăпа наркăмăшланнине çын йывăррăн чăтса иртерет. Сивӗтнӗ моллюсксемпе уйрăмах асăрхануллă пулмалла.
Срокӗ тухнă устрицăна поварсем соуспа е лимон сӗткенӗпе «тутă кӗртме» хăтланни кăлăхах, теççӗ экспертсем. Анчах чеереххисем çиме юрăхсăр устрицăсене пӗçерсе клиента улталама хăтланаççӗ иккен. Çавăнпа лавккасенче туяннă чух шăнтнă устрица суйласа илме сӗнеççӗ.
Апата юрăхлисене те пахмăтсăрланса çиме хушмаççӗ. Тухтăрсем кама мӗн чухлӗ çиме юранине те палăртнă: кун пек экзотикăлла апата сайра çиекенсем 6 штукран ытла çисен аптраса ӳкӗç, куллен çак моллюскпа тăранакансен 12 устрицăпа çырлахмалла. Устрицăсем хыççăн урăх нимӗнле белоклă апат çиме те сӗнмеççӗ — лангуст та, стейк та.
Устрицăсенче микроорганизмсем те пурăнаççӗ. Тăтăш тӗл пулаканни — норовируссем тата Vibrio йышши бактерисем. Çавăн пек устрицăна çиекен вибриозпа чирлет, вилмеллех.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев