Уявсем малалла тӑсӑлаҫҫӗ
Авалхи чӑвашсен тумӗсен куравне йӗркеленӗ сиреньелсем, чӑвашсен ҫи-пуҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ
Аксури Уявӑн пӑтти сивӗнсе те ӗлкӗреймен пуль-ха, Элмет районӗсем тепӗр чӑваш праҫникне пуҫларӗҫ. Чӑваш Сиреньел ялӗнче июлӗн 7-мӗшӗнче питӗ илемлӗ, хӑйне евӗрлӗ мешехе ирттерчӗҫ. "Ӗмӗр илемӗ ҫыхӑнура" ятлӑ чӑваш тумӗн уявӗ. Халӑха праҫник килӗшнӗ пулмалла, ӑна курма нумайӑн пынӑ. Курма кӑна мар, хӑйсен килӗсенчен тӗрленӗ алшӑллийӗсене илсе килнӗ. Вӗсемпе карталанса тӑрса вӑйӑ каланӑ пухӑннисем, ҫынпа пӗрле савӑннӑ.
Авалхи чӑвашсен тумӗсен куравне йӗркеленӗ сиреньелсем, чӑвашсен ҫи-пуҫӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Ҫак уява чӑвашла тумланнӑ ҫамрӑксем те хутшӑнни ӑна уйрӑм илем кӳнӗ. Апла пулсан ҫыхӑну татӑлмасть.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев