Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

«Варкăш хăни» — Елена Аксупи çыравçă

Авăн уйăхӗн 24-мӗшӗнче Чăваш Республикин Наци вулавăшӗнче çуллахи каникул хыççăн «Варкăш» литература клубӗ ӗçе малалла тăсрӗ. Хальхинче варкăшçăсем Елена Аксупин «Пилеш куççулӗ» кӗнекине сӳтсе яврӗç. Кăларăм кăçал Чăваш кӗнеке издательствинче кун çути курнă, унта калавсем кӗнӗ.

Автор Ульяновск хулинчен килсе çитрӗ. Елена Геннадиевна Тутарстанри Аксу районӗнчи Беловка ялӗнче çуралнă, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чăваш патшалăх университетӗнчи чăваш филологийӗпе культура факультетӗнчен вӗренсе тухсан Ульяновск хулинче тӗпленнӗ, çав вăхăтранпах облаçри чăвашсен «Канаш» хаçатӗнче вăй хурать.


Хăтлава çыравçăсем, журналистсем, вӗрентекенсем, редакторсем тата ытти вулакансем пухăнчӗç. Малтанах автор хăй пурнăçӗпе паллаштарса литература çулӗ çине епле тухнине каласа пачӗ.

– Калавсем çырасси манăн журналистикăна пырса кӗнипе çыхăннă. Тата çакă та асра: студент чухне эпир пурăнакан общежитие юмăç пăхакан арçын килсе çӳретчӗ. Пӗррехинче ман алла тытрӗ те: «Эсӗ Шупашкара вӗренме инçетрен килнӗ. Пурăна киле çыравçă пулатăн», — терӗ. Эпӗ ун чухне вӗрентекен специальноçне суйласа илнӗччӗ ӗнтӗ. Ун чухне ӗненмерӗм, çулсем иртнӗ май пăхатăп та, тӗрӗсех каланă иккен. Журналист пулнипе тӗрлӗ çӗре çитетӗп, такам шăпипе те паллашатăп. Чи интереслисене вара хайлавсем çырнă чухне тӗпе хуратăп, – терӗ Елена Геннадиевна.

Кӗнеке редакторӗ Ольга Федорова кăларăм хăйевӗрлӗхӗ çинчен кӗскен каласа пачӗ:

– Елена Геннадиевна хайлавӗсемпе паллашсан авторпа канашласа вӗсене сăнарсен çулӗсене кура вырнаçтартăм. Геройсен чӗлхи пуян, диалогӗсем чӗрӗ – кашнин характерне туллин уçса панă. Сюжечӗсем те çивӗч, вулама пуçласанах малалла мӗн пулассине пӗлес килет, – терӗ Ольга Леонидовна.

Ольга Австрийская çамрăк çыравçă хăтлавра кӗнекене яланхилле тӗплӗ тишкерчӗ:

– Пӗтӗмӗшле, калавсенче юратупа туслăх теми тӗпре. Елена Аксупин тӗп сăнарӗсем черчен чунлă, ырра шанаççӗ, йывăрлăхсене парăнмаççӗ, такăнсан та тăрса малалла утаççӗ, ӗмӗчӗсене пурнăçа кӗртме ăнтăлаççӗ. «Хура куçри» Саша пӗчӗкренех суккăр. Ача ури çума килнӗ çынсенчен тахăшӗ пепке çине юратса мар, кӗвӗçсе, вӗчӗрхенсе, тарăхса пăхнă имӗш, çавăнпа ăна куç ӳкнӗ. Халӗ каччă шкултан вӗренсе тухнă, куçне операци тăвасса, вăл ăнăçлă иртессе чăтăмсăррăн кӗтет. Лирăпа паллашни ăна пушшех хавхалантарать.

«Çӗлӗк» калавра автор вулакана кӑсӑклантарса яма пӗлет. Пӗр-пӗрне юратакан Таньӑпа Сергей пуйӑсра пыраççӗ. Хӗр каччине ашшӗ-амӑшӗпе паллаштарма илсе каять, вӗсене станцӑра кӗтсе илмелле, килте те сӗтел ури авӑнса ларать пуль. Сергей: «Тем питӗ ӗçес килет, пуйӑсра пылак шыв сутакансем пулаканччӗ», – тесе калать те Таньӑна пӗчченех лартса хӑварать. Минут хыççӑн минут иртет – яш таврӑнмасть. Хӗр пӑшӑрханса ӳкет, савнине шырать-шырать, тупаймасть. Мӗн тумалла? Киле пӗччен пырса кӗме намӑс. Ӑçта çухалнӑ Сергей? Таня хыççӑн вулакан таçта та çитет, юлашкинчен чӑнлӑха пӗлетех.

Алексей Зотиков тележурналист тата Любовь Кудрявцева вӗрентекен «Пилеш куççулӗ» калава тимлӗх уйăрчӗç.

– «Пилеш куççулӗ» хайлава хаваспах вуласа тухрăм. Пилеш урлă çыравçă çын чунӗ ыратнине кăтартса панă. Ачасемшӗн питӗ усăллă та интереслӗ произведени ку, – пӗлтерчӗ шухăшне Любовь Васильевна.

– «Пилеш куççулӗ» тенине илтсен малтанах хӗрпе каччăн телейсӗр юратăвӗ çинчен пуль терӗм. Калава вуласа тухрăм. Йăнăшрăм иккен. Унта йывăçа шелсӗррӗн, вăрттăн касни çинчен сăмах пырать. «Айăплă» калав та шухăша ячӗ. Пӗрре йăнăшнă çын кайран çав йăнăшах тепре тумӗ-ши тесе пăшăрхантăм. Çыравçăн чӗлхи чӗрӗ, автор вырăнти сăмахсемпе те усă курать. Çакă калавсене пуянлатать, – палăртрӗ Алексей Валерьевич.

Кӗнеке хăтлавне хутшăнакансем Елена Аксупие вулакансене интереслӗ калавсен пуххи парнеленӗшӗн тав турӗç, малашне пысăкрах калăпăшлă хайлавсем çырасса шанса хавхалану, çирӗп сывлăх сунчӗç.

Любовь ЛЕВАЦКАЯ.
Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев

Теги: общество чувашские писатели