Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вăтăр çул халăхпа, вăтăр çул халăхшăн

Раштав уйӑхӗн 10-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуçлăхӗ Олег Николаев çуралнă кунӗччӗ. Шупашкарта Чăваш наци конгресӗн Мӑн Канашӗн анлӑ ларӑвне çак паллă куна халалланă пекех туйăнчӗ. Мероприятие лайăх хатӗрленни – тӳрех куçа курăнакан япала.

Президиум йышне ЧНК пӗрремӗш вице-президентне Николай Угаслова; Чӑваш Республикин культура, национальноçсен ӗçӗсен тата архив ӗçӗсенн министрне Светлана Каликовӑна; «Звениговский» ял-хуçалӑх кооперативӗн ертӳçине Иван Казанкова; ЧНК Муркаш районӗнчи уйрӑмӗн ертӳçине Наталья Николаевӑна; наци конгресӗн президентне Валерий Клементьева суйларӗç.

Пухăннисене ЧР Патшалăх Канашӗн Председателӗ – Федераллă ЧНКА ертӳçи Леонид Черкесов саламларӗ. Вăл конгреспа Чăвашсен федераци шайӗнчи наципе культура автономийӗ хушшинче пӗрле хутшăнса ӗçлесси пирки Килӗшӳ туни пирки аса илтерчӗ. Çакă, ун сăмахӗсемпе, чăвашсем пурăнакан регионсемпе культура çыхăнăвӗсене аталантарас ӗçе çӗнӗ хăват кӗртмелле.

В.Л. Клементьев ЧНК 2022 çулта пурнӑçланӑ ӗçӗсем тата конгресӑн малашнехи тӗллевӗсем çинчен каласа кӑтартрӗ. 
Çум докладне ЧНК çумӗнчи чӑваш чӗлхипе литератури вӗрентекенсен Ассоциацийӗн ертӳçипе Г.Л. Никифоровпа ЧНК çумӗнчи «Хастар» ушкӑнӗн пайташӗ А.Н. Енейкин турӗç. Геронтий Никифоровăн доклачӗ,  вӗрентӳ аталанăвӗпе çыхăннăскер, ытларах слайдсем çинче никӗсленчӗ пулсан, Алексей Енейкин çамрăксен ӗçӗсем çинчен видеоматериалсем пулăшнипе каласа пачӗ. Укçасăр туса пыракан ӗç паха тата халăхшăн кирлӗ пулма пултарнине хальхилле меслетсемпе çынсем патне çитересшӗн яш-кӗрӗм, тӗрлӗрен проектсем хатӗрлет, вӗсене пурнăçлама тăрăшать. Анчах та укçа-тенкӗ çителӗксӗрлӗхӗ чылай ӗçе пурнăçа кӗртме чăнмантарать.

Культура министрӗ Светлана Каликова трибуна умӗнче сӑмах каланă чухне хускатнă яланхи ыйту çине татăклăн хурав пачӗ: «Эпир пӗрлехи мероприятисене яланах тӗрев пама тăрăшатпăр, анчах патшалăх общество организацийӗсене тӳррӗммӗн финанслаймасть. Эсир грантсем илсе хăвăрăн проектăрсене пурнăçа кӗртмелле. Кăçал Конгресс грантсен конкурсӗнче çӗнтерейменни проектсене тӗплӗнрех хатӗрлемелли çинчен çеç калать. Эпир хамăр енчен пулăшма яланах хатӗр». Çавăн пекех министр 2021 çулта Чăваш чӗлхине аталантарас тӗлӗшпе йышăннă программа тăрăх, культура институтӗнче анимаци фильмӗсене хатӗрлеме тытăнни çинчен пӗлтерчӗ. Паянхи куна чăвашла тăхăр мультфильм хатӗр.

Светлана Каликова хисепе тивӗçлӗ конгрес ӗçтешӗсене наградӑсем парса чысларӗ. ЧНК культура комитечӗн ертӳçине Вера Архиповӑна «Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗçлӗ ӗçченӗ» хисеплӗ ята парса чыслани уявăн асра юлмалли саманчӗсенчен пӗри пулчӗ.

Тухса калаçакансем хушшинче И.И. Казанков та пулчӗ. Вăл Тутарстанра «Уяв» ирттернӗ çӗрте Чăваш наци конгресӗ çав тери пысăк пулăшу панине палăртрӗ. Çитес çул та «Уяв» Сиктӗрме ялӗнчех иртессине пӗлтерчӗ. Конгреса вăл «СССРа 100 çул» картина парнелерӗ. 

Мӑн Канаш пайташӗсем конгресӑн 2023 çулхи ӗç планне пӑхса тухса çирӗплетрӗç. Чăваш наци конгресӗн президиумӗн пайташӗ Олег Мустаев пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайни пирки çак йышра пӗр вырăн пушаннă. Устав тăрăх, ЧНК Президенчӗн унта çӗнӗ кандидатура сӗнмелле. Валерий Клементьев президиума суйлама Владимир Тяпкина сӗнчӗ. Ăна Мăн Канашăн пайташӗсем сасăласа çирӗплетмеллеччӗ. Анчах та сасăсене çын тăратса шутлама тытăнсан Владимир Тяпкин хăйӗн кандидатурине илчӗ. Çапла çак ыйту татса парăнмасăр юлчӗ.

Чӑваш Республикин халӑх писателӗ А.И. Кибеч те хӗрӳ калаçрӗ, Красноярск крайӗнчи ЧНКА ертӳçи Геннадий Храмов та. Федераллă

ТР Халăхсен Ассамблеин Ӗçтăвкомӗн ертӳçи Константин Яковлев Хусанта чăваш патриархне Иван Яковлевич Яковлева палăк лартса урам ятне пама конгресăн пуçарупа тухмалла тесе сӗнӳ пачӗ. «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Трифонова та кирлӗ ыйтусене çӗклерӗ. Сăмахран, Тутарстанри Пăлхар истори заповедникӗн концепцийӗ чăвашсен историне те пăрса ан хăвартăр тесе тумалли ӗçсем çинчен. Тата федераллă переченьре чăваш чӗлхине чăваш ачисене вӗрентмелли кӗнекесем çукки çинчен. Вырăс шкулӗсенче чăвашла вӗрентмелли кӗнекесем унта пур.

Пӗрле килӗштерсе ӗçлесен тин тума пулать çак ӗçсене.

Чӑваш Енрен, Раççей Федерацийӗн тӗрлӗ регионӗнчен килнӗ Мӑн Канаш пайташӗсемпе хӑнасем нумайăнччӗ, вӗсем конгрес ӗçтешӗсене парнесем пачӗç, саламларӗç.

Хамăр инф.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев