Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвне Чӗнӳпе тухать
Çӗнӗ хыпарсем

Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвне Чӗнӳпе тухать

Февралӗн 29-мӗшӗнче Раççей Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин РФ Федераллă Пухăвне Чӗнӳпе тухать. Кун пирки Кремль сайчӗ пӗлтерет.

«Владимир Путин Раççей Федерацийӗн Федераллӑ Пухӑвне çулсерен иртекен Чӗнӳпе 2024 çулхи февралӗн 29-мӗшӗнче тухать», — тенӗ кӗске анонсра.

Юлашки хут Раççей Президенчӗ Федераллă Пуху умне 2023 çулхи февралӗн 21-мӗшӗнче тухнă.

Маларах, февралӗн 6-мӗшӗнче, Кремлӗн официаллӑ представителӗ Дмитрий Песков Владимир Путин Федераллӑ Пухăвне Чӗнӳпе февраль уйӑхӗн вӗçӗнче — март уйӑхӗн пуçламӑшӗнче тухма пултарни çинчен пӗлтернӗ.

Пĕлтĕрхи видеотрансляци вăхăтĕнче  тунă  скриншот.  

 

 


послание Президента

Нет комментариев