Сувар

г. Казань

16+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Волонтерсен 2022 çулта «Ырă Тутарстан» республика премине илме вăхăт çитнӗ

Çак премипе добровольчество ӗçӗ-хӗлӗнчи палăрмалла кăтартусемпе пысăк çитӗнӳсем тунăшăн волонтерсене чыслаççӗ

Премине пуçарса яраканӗсем – ТР Çамрăксен ӗçӗсен министерстви тата Тутарстан Республикинчи Добровольчествон информаципе ресурс центрӗ.  Конкурсра 6 çултан аслăрах кирек хăш волонтер та хутшăнма пултарать, е добровольчество организацийӗ, е бизнес представителӗ. Пурӗ 18 номинаци тăратнă: 5-шӗ коллективлă, 13-шӗ уйрăм çынсене парăнаканнисем.

«Ырă Тутарстан» пилӗк тапхăрпа иртӗ. Заявкăсем йышăнас кампани сентябрӗн 25-мӗшӗччен пырӗ, куçăн мар тапхăр октябрӗн 3-14-мӗшӗсенче иртӗ. «Ырă ӗçсен марафонӗ» - октябрӗн 17-21-мӗшӗсенче. Очнăй тапхăр октябрӗн 22-мӗшӗнче пуçланса ноябрӗн 11-мӗшӗччен тăсăлӗ. Вăл пынă вăхăтра хутшăнакансем хăйсен ӗçӗ-хӗлне жюри умӗнче презентацилӗç. Пӗтӗмлетӳсене ноябрьте тăваççӗ. Кашни номинацири çӗнтерекенсемпе преми лауреачӗсене дипломсемпе хаклă парнесемпе чыслӗç.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев