Сувар

г. Казань

18+
2024 - год Семьи
Çӗнӗ хыпарсем

Вулакансемпе тӗлпулу хальхинче Аксу районӗнчи Саврăшпуçӗнче июнӗн 21-мӗшӗнче иртрӗ

Районти культура уйрăмӗ пирӗн тӗлпулăва ирхине 10 сехетех палăртнине кура халăх пуçтарăнмасран шикленсе çула тухрăмăр. Утăçи, пахчара çум ешернӗ вăхăтра ял халăхӗ ерçеймессе те пултарать-çке. Телее, хăрани ахалех пулчӗ. Тав куншăн вырăнти ял хутлăхӗн пуçлăхне Валерий Зиновьевич Николаева, Культура çурчӗн ертӳçине Архип Витальевич Иванова. Вӗсем тăрăшнипе халăх эпир килессе пӗлсе тăнă кунта. Савгачевăри почта уйрăмӗн пуçлăхӗ Светлана Михайловна Семенова та тавра ял почтальонӗсемпе килсе çитнӗччӗ. Концерт курма ятарласа килнисем те пурччӗ.

Концерт программине «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗ Ирина Федоровна Трифонова хатӗрлесе ертсе пычӗ кăна мар, вулакансене хăй те юрă саламӗ турӗ. Хальхинче те Лайăш районӗнчи «Веснавея», Хусанти «Ӗмӗт» юрă ушкăнӗсем пысăк тӗрев пачӗç, уçă саслă Елена Макаровăпа Эльвира Савельева тата Анжелика Еремеева хальхинче те куракансене чăвашла, вырăсла хитре юрăсем юрласа савăнтарчӗç. Культура çурчӗн аппаратури кăна кăшт кансӗрлерӗ ку хутӗнче — ваннăскер хӗрсен сассине уççăнах янратаймарӗ.


ТР ЧНКА председателӗн пӗрремӗш çумӗ К. А. Малышев сцена çине халăха саламлама кăна мар, сăвă калама та тухрӗ. Е. А. Турханăн «Панулми» тата ашшӗн А. М. Малышевăн «Карчăк» сăввисене питӗ вирлӗн вуласа пачӗ. Сцена çинчен чăвашла сăвă вулакан сайра пулнăран-ши, ку жанра та халăх тунсăхлани сисӗнчӗ, çавăнпа та пуль хытă алă çупса йышăнчӗ.


Пухăннисене Саврăшпуç ял хутлăхӗн ертӳçи В. З. Николаев, Аксу тăрăхӗнчи ЧНКЦ ертӳçи Р. Н. Чентаева, «Сувар» хаçатăн тӗп редакторӗн çумӗ В. В. Александрова саламланă май «Сувар» хаçатсăр юлмалла маррине аса илтерчӗç. «Сувар» ахаль хаçат кăна мар, вăл Тутарстан чăвашӗсен пӗр-пӗрне çыхăнтаракан культура кӗперӗ те пулнине каларӗç.


Хăнăхнă йăлапа, вырăнти библиотекăна та савăнтарма пултартăмăр. К. А. Малышев ТР ЧНКА ятӗнчен чăваш кӗнекисем, çав шутра хăйӗн «Ачалăхăм» кӗнекене те парнелерӗ. Кунсăр пуçне И. Ф. Трифонова та хăйӗн «Тăлăх» кӗнекине парне турӗ.


«Сувар» хаçата çырăнса ӗлкӗрейменнисем концерт вăхăтӗнчех çырăнма май пулчӗ кăна мар, кашни парнеллӗ те пулчӗ. Вырăнти ял хутлăхӗ ыркăмăллăх акцине те ирттерме ӗлкӗрчӗ. СВОри салтак амăшне Сарăшпуçӗнчи Марина Сергеевна Гордеевăна пирӗн хаçата çырăнса пачӗ. Тав ăна куншăн.
Пирӗн акцин тӗллевӗ «Сувар» хаçата çырăнтарасси кăна мар, хамăрăн хаçата валеçекен тата нумай çул хаçата çырăнса илекенсемпе куçа куçăн тӗл пуласси те. Саврăшпуç тăрăхӗнчи почтальонсемпе вулакансене Тав хучӗсемпе парнесем патăмăр. Çапла майпа пирӗнпе нумай çул пӗрле пулнăшăн тав турăмăр.


Юлашки вăхăтра онлайн-конкурссем ирттернӗ май, чăваш ачисем сасăсене тӗрӗс каламаннипе логопед-дефектолог тӳлевсӗрех косультаци ирттерме те хатӗрччӗ, анчах çак ыйтупа пӗр атте-анне те килмерӗ. Пӗр енчен, япăх та мар-тăр-ха ку, апла-тăк ку тăрăхра ачасем тӗрӗс калаçаççӗ.

Сăнӳкерчӗксене çак ссылкăпа пăхма пултаратăр http://suvargazeta.ru/photo/suvar-tussene-puctarat 


Автор сăнӳкерчӗкӗсем.

Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа


Оставляйте реакции

0

0

0

0

0

К сожалению, реакцию можно поставить не более одного раза :(
Мы работаем над улучшением нашего сервиса

Нет комментариев