Выльӑх апатне пӗлсе хатӗрлеме хушаҫҫӗ
ТР ял хуҫалӑх министрӗ районсене выльӑх апачӗ хатӗрленӗ ҫӗрте яваплӑ пулма чӗнсе каланӑ
Ӗнер ТР Ял хуҫалӑх министерствинче муниципаллӑ районсемпе онлайн-канашлу ирттернӗ.
Кӑҫалхи 4 уйӑхра республикӑра 459 пин тонна сӗт ҫуса илнӗ, 138 пин тонна аш-какай туса илнӗ. Пӗр ӗнерен суса илмелли ҫулталӑк планӗ кӑҫал 6500 кг. Ҫак кӑтарту пултӑр тесен выльӑх апачӗн пахалӑхӗ пулмалла.
Сӗте 6500-7000 литр таран ӳстерес тесен, республикӑра 4,1 млн тонна сенаж, 3,7 млн тонна силос тата 700 пин тонна утӑ хатӗрлемелле.
Ӗнесене лайӑх, пӗлсе апатлантарсан ветеринарсен ӗҫӗ 60 процент таран чакать.
Мероприяти вӗҫӗнче Марат Зяббаров районсене яваплӑх пирки аса илтернӗ.
"Паха выльӑх апачӗ сире укҫӑрсене перекетлеме май парать тата сӗтпе какай туса илессин рентабельностьне ӳстерет", – тенӗ министр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев