Халăх календарӗ
Ыран юр çусан 40 кунран хӗл ларать...
• Юпа уйăхӗн 9-мӗшӗ – Иоанн Богослов. Çак кун юр çусан 40 кунран хӗл ларать. Çумăр çусан – тепӗр икӗ эрне йӗпе-сапаллă çанталăк тăрать.
• Юпа уйăхӗн 10-мӗшӗ – Савватий. Типӗ пулсан хӗл час лармасть-ха. Çак кун аслати авăтсан хӗл юрсăр, кӗске тата ăшă пулать.
• Юпа уйăхӗн 11-мӗшӗ – Илья Муромец. Йывăçсем çинчен ӳкнӗ çулçăсенчен ытларахăшӗ тӳнтер енӗпе çӳлелле выртаççӗ – çитес çул аван тухăç пулать. Çил çак кун çурçӗртен вӗрсен – хӗл хаяр, анăçран – юрлă, кăнтăртан вӗрсен çемçе пулать.
• Юпа уйăхӗн 12-мӗшӗ – Марьямна. Тӳпере çăлтăр нумай-тăк – кӗр кунӗсем типӗ пулаççӗ. Кая юлса тухакан кăмпасем шăтнă пулсан – юр часах çумасть-ха.
• Юпа уйăхӗн 13-мӗшӗ – Григорий. Çак кун юр çусан хӗл часах лармасть. Вăрманта мăйăр нумаййи – хӗлле сивӗ те нумай юрлă пуласса.
• Юпа уйăхӗн 14-мӗшӗ – Пукрав. Пукравра çанталăк мӗнле –
хӗлле те çапла пулать. Çак кун çумăр çуни – хӗл сивӗ пуласса. Пукравра туй тăвакан мăшăр телейлӗ пулать теççӗ.
• Юпа уйăхӗн 15-мӗшӗ – Устинья тата Куприян. Çулçăсем вăйлă тăкăнаççӗ-тӗк – кӗç сивӗтет. (С. Колесникова сăнӳкерчӗкӗ).
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев