Хисеплӗ çыравçă, поэт тата таврапӗлӳçӗ Анатолий Малышев паян 85 çул тултарать
Анатолий Меркурьевич Малышевăн çуралнă çӗршывӗ – Тăхăрьял. Вăл çакăнти Пӳркел ялӗнче 1940 çулта тӗнчене килнӗ. «Вăрçă ачи» çамрăклах сăвă тӗнчипе туслашнă. Пуçласа паллашнă чӗрӗ сăвăçă – Валентин Урташ. Хăйӗн хăтланăвӗпе, сăввисемпе çамрăкăн тӗнчекурăмне тӗпрен улăштарса янă вăл. Çав çулсенче çуралаççӗ те ӗнтӗ Анатолин пӗрремӗш сăввисем. Анчах пичетшӗн мар, юлташӗсемшӗн, тусӗсемшӗн.
Пурнăç Анатолий Малышева çӗршыв тăрăх ăçта кăна – Якутие, Сахалина, Итурупа, Кунашир утравӗсем çине, виçӗ çула салтака, Алтай, Саратов, Пенза тăрăхӗсене – илсе çитерсен те тӗнчене сăвăсем урлă курнă Малышев. 1964 çулта Атăл тăрăхӗнче чăвашла тухса тăракан хаçат-журналсенче пичетленме тытăнать.
Пăва тăрăхӗнче чăвашлăх «пуç çӗкленинче» унăн тӳпи те пур. 1992 çулта Тăхăрьял чăвашӗсен ятӗнчен Чăваш наци конгресӗн I пухăвне хутшăннă. Пуçаруллă ӗçленӗшӗн ЧНК президиумӗн (2013), ТР ЧНКА (2012), Чăваш халăх ăслăлăхпа ӳнер академийӗн Хисеп хучӗсемпе (2015) наградăланă. 2010 çултанпа Чăваш халăх ăсчахӗ.
А.Малышевӑн (Маланмер эль Пӳркел хушма ятпа та çырать) çак кӗнекисем тухнă: «Тăхăрьялăм-анне» (Хусан, 2003), «Вăрçă çăпанӗсем» (Шупашкар, 2010) «Страницы жизни села Бюрганы» (Шупашкар, 2011), «Сторонка родная» (Мускав, 2012, М.Ложников куçарнă), «Пуç сырман шухăшсем» (Шупашкар, 2020). Вӗсемсӗр пуçне унăн этнографилле ӗçӗсем «Буинские просторы» (Хусан, 2010), «Чуваши Татарстана» (Шупашкар, 2005) кӗнекесене кӗнӗ.
Анатолий Малышев – ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ. Валентин Урташ ячӗллӗ литература премийӗн лауреачӗ. 1998 çултанпа И.Н.Юркин этнографăн тата çыравçăн Пӳркелӗнчи музейне ертсе пырать.
Паян, июнӗн 5-мӗшӗнче, хисеплӗ çыравçă, поэт, таврапӗлӳçӗ 85 çул тултарать. Пултаруллă ентешӗмӗре сумлă юбилейпе саламласа малалла та çирӗп сывлăхпа нумай-нумай çул пурăнма, хайлав хыççăн хайлав çырма хавхалану сунатпăр!
Пăва районӗнчи Элшел ялӗнче пурăнакан тепӗр сумлă поэт, ТР ЧНКА çумӗнчи Чăваш çыравçисен союзӗн пайташӗ, Анатолий Малышевăн çывăх юлташӗ Николай Зимин ăна халалласа сăвăсем çырнă. Паллашма сӗнетпӗр.
Следите за самым важным и интересным в Telegram-каналеТатмедиа
Нет комментариев